Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнӗнче (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмлетӳн юлашки кунӗнче пулас салтаксене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Елчӗкри 44-мӗш номерлӗ пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Василий Григорьев, Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланисен округри пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Павлов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗшӗнче те — Елчӗксем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b8%d0%b ... %b5%d0%bc/

«Телеграм» каналти ялӑн ушкӑнӗнче ялсен хастарӗсем ӑнлантару ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн вӗсем тивӗҫлӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Кӗҫӗннисем валли ҫырнисем хушшинче Людмила Смолинӑн «Шӑпӑрлан» кӗнеки мала тухрӗ, 12 ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче — «Ют пахчари хӑмла ҫырли».

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пӗрремӗш ушкӑнӗнче — пуянсемпе вӗсен ури тупанне ҫулакансем: куштансем, кармаҫӑварсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Усалсен ушкӑнӗнче тӗрлӗрен халӑх нумай: ейӗкри тата Пушкӑртри хусахсем, кӑркӑссем, мишерсем, чӑвашсем, ирҫесем»…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуртан каччи ушкӑнӗнче Виҫӗ каччӑ пит маттур; Вӗсен пичӗ-куҫӗсенче Атӑл хумӗн тӗсӗ пур: Виҫҫӗше те ҫырӑ ҫынсем, Кӑвак куҫсем кӑвар пек, Тӑваткӑл пит ҫӑмартисем, Чӗлхи-ҫӑвар чепчен пек.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кунта вӑл рабочисен ятарлӑ ушкӑнӗнче Молдавири виноград плантацийӗсем валли ҫамрӑк, купчашка хыр вулисенчен юпасем хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Гидростроительсен малтанхи ушкӑнӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем те хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вырсарникун каруҫҫель ҫинче ярӑнса курма ҫарранах килнӗ, ҫӳҫне вӗр-ҫӗнӗ лентӑпа ҫивӗтлетсе ҫыхнӑ служанка, вӑхӑт-вӑхӑтпа ӗҫлекен конюх, ӗҫсӗр сӗтӗрӗнсе ҫӳрекенсем, хӑйсен пушмакӗсене мӑйӑхӗсем курӑнмаллах тасатнӑ денщиксем, ҫывӑхри ялсенчен килнӗ ҫамрӑксем — пурте халӑх ушкӑнӗнче хӗвӗшеҫҫӗ, малалла талпӑнма пикенеҫҫӗ.

Босоногая служанка с вплетенной в косу новой лентой, конюх-сезонник, безработные, денщики в боканчах, начищенных до того, что в них, как в зеркале, отражались усы, молодежь из ближайших сел толпой валили провести воскресный день на каруселях.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Артистсен ушкӑнӗнче «Нае Галацяну хӑй те» пур, имӗш.

«с участием самого Нае Галацяну».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй ушкӑнӗнче тӑракан ҫынсене хавхалантарма-ши, Микулапа Анук ҫине-ҫинех парнесем пама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Конспираци шучӗпех пулмалла, Микула хӑйӗн вӑрттӑн ушкӑнӗнче тӑракан хӑш-пӗр ҫынсене те, сӑмахран Макҫӑм кума, пуяна тухма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

«Химик-Август–2007» каччисем хӑйсен ушкӑнӗнче финала тухассишӗн виҫӗ командӑпа тӗл пулнӑ, иккӗшне парӑнтарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

Хӗрачасем хушшинче те, арҫын ачасен ушкӑнӗнче те велосипедпа фигурӑсем туса чи ӑста ярӑнакансем те аҫӑмҫырмисемех.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Хӑйсен ушкӑнӗнче вӗсем кашни вӑйӑрах ҫӗнтерӳшӗн ҫивӗч кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Качча кайса арӑм ятне илтнӗрен-тӗр, кӗҫӗн кинсем хӗрсен ушкӑнӗнче чи хисеплӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Алтансем пек ан сикӗр-ха, — терӗ Аттеней ашшӗ, ваттисен ушкӑнӗнче ҫава вырӑнне кукӑр патак тытса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кимӗ тапранса каймаллаччӗ ӗнтӗ, кӗсменсемпе ӗҫлекенсем ишме тытӑнас тесе кӗсменӗсене шывалла усӑнтарнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче пӗри чуна кайса тивмелле хыттӑн ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти княҫсем, мӑрсасемпе улансем престола ҫӗнӗ хан ларнине, кашни хӑй пӗлнӗ пек, тӗрлӗ ҫынсен ушкӑнӗнче паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрлахи кану хыҫҫӑн сапантуй курма тесе тухнӑ хан улӑхра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче кӗҫӗн ывӑлӗсем кӗрешнине пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех