Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утланнӑ (тĕпĕ: утлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Услантӑр мучин сӑмахӗ тӑрӑх, акшар чулне якатса сарнӑ урамра таканланӑ лашасем шак-шак тутарса пыраҫҫӗ; акӑ, темтепӗр ҫакса чиперлетнӗ урхамахсем, вӗҫкӗннӗн кукалесе, ретӗн-ретӗн тӑрса тухаҫҫӗ; часах таҫтан аякран чӑлт-шурӑ лаша утланнӑ йӑлтӑр-ялтӑр тумлӑ ҫын-чин сумлӗн килни курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ик енӗпе тирек лартса тухнӑ аллея тӑрӑх шап-шур мамӑк вӗҫтерсе, лӑпкӑ ҫил вӗркеленӗ, велосипед утланнӑ ачасем шӑнкӑртаттаркаласа иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Авӑ ҫулпа велосипед ҫине утланнӑ арҫын анать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑранипе лаша чӗвен тӑчӗ те утланнӑ ҫынна ҫӗре сирпӗтрӗ, лешӗ юр ҫине ӳксе йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Час-часах ашаксем ҫине утланнӑ ҫынсем тата ҫуран утакан ҫынсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Часто встречались едущие на осликах и идущие пешком люди.

Тухӑҫлӑ ҫӗр айлӑмӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халь те куҫ умӗнчен каймасть-ха: хӑла лаша утланнӑ Мӗкӗте, ун чухнех колхоз хирне хураллама тытӑннӑ Уй Мӗкӗти, трактор умне сиктерсе пычӗ те: «Элпуҫ уйӗнче арӑму ача ҫуратнӑ», тесе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫук иккен, ӑна пӗр ҫиччӗ-саккӑрти ача утланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл лаша утланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре лаша утланнӑ пек, тепре тытмалла вылянӑ ачасем.

то в лошадок, то в догонялки.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Ҫил-ҫунатлӑ урхамах ҫине утланнӑ та кӑвак тӳпепе ҫӗр хушшинче вӗҫсе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вӑрӑм урисене пӳрт тӑррин икӗ еннелле тӑсса янӑ та, начар тӗве ҫине утланнӑ мӗлке майлӑрах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрер лаша тытса утланнӑ та — тӳрех вӑрмана тапнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малта — ӑна аякранах палларӗҫ — тимӗр кӑвак ут утланнӑ тӗреклӗ ҫын сиктерсе пырать.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пичче лаша ҫине утланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Е тата тылӑ ҫине утланнӑ тухатмӑш ҫӗмӗрттерсе килес пек…

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лаша утланнӑ Касак Ваҫҫи аялти урамран чуптарса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тарҫӑра пурӑнакан хӗр, ҫав асамат кӗперрине курсанах, тимӗр кӑвак лаша ҫине утланнӑ та лашине сиккипе чуптарса асамат кӗпере айӗнчен тухнӑ, ҫав самантрах вӑл арҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл утланнӑ лашана кӗрӗкне тӳнтер тӑхӑнса хӑратнӑ ача, Ваҫук тусӗ, ун патне халь ура та ярса пусман.

А самый близкий дружок Парамон — это он-то и напугал лошадь на мосту, напялив на себя вывороченный овчиной кверху полушубок, — ни разу не навестил его.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укӑлча хапхинче лаша утланнӑ ҫын курӑнать.

Из ворот околицы выехал всадник.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сан умна ҫил ҫунатлӑ урхамах утланнӑ сарӑ каччӑ тухса та тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех