Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ути сăмах пирĕн базăра пур.
ути (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ути ҫав ҫулхине ашса тухайми ҫӑра та ҫӳллӗччӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӑкӑр таранах.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимунӑн япалисене йӑлтӑртатса тӑракан хура сӑрпа сӑрланӑ тӑрантас ҫатанӗ хыҫне кантрапа туртса ҫыхиччен малтан, ҫемҫерех пултӑр тесе, тӑрантас каштисем ҫине ямшӑк вӑрман ути сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ ытларах мӑян, кӑшкар ути, майрапуҫӗ пуҫтарма тӑрӑш — анне вӗсенчен пашалу пӗҫерсе парӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗнертенпе шур ути тата ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шур ути пекрехскер.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑштах клевер ути пулкалать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта халӗ те чӑрӑш тӑрри, сӳсен, хӗрлӗ-кӗрен вӑрӑллӑ чӗкеҫ ути, ҫунса кайнӑ лампочкӑна аса илтерекен пуҫлӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Шупашкарта Урхана Тивнӗ кӑмӑл ҫунатти: Сӗннӗ аслӑ ҫарана, Анчах тивмен ун ути…»

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Вӑрман ути ухльӑмлӑ, Ырӑ утӑ усӑллӑ, Сарӑ хӗрсем сӑпайлӑ, Ытарма ҫук кӑмӑллӑ».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кун хыҫҫӑн ачасем те темиҫе кун хушши кӑшкар ути, кӗпҫе татма ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗлтӗренӗ, кӑшкар ути, серти, пултӑранӗ, кашличи, хир суханӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑнӗ-пичӗ, хӑрӑк пӑта тутӑхӗ тӗслӗ шӗвек сухалпа карталаннӑскер, кашкӑр ути чӑмланӑ пек йӳҫенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сас-чӳ тавраш илтӗнмест (сар кайӑксен те юрласси улӑх ути ҫуличчен ҫеҫ теҫҫӗ те-ха).

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ирӗшлӗ-хывӑхлӑ, сӑсӑллӑ, мӑянлӑ ҫӑкӑр, шӗшкӗ кӑчки пашалӑвӗ, «Сталин икерчи», ҫӗрӗк ҫӗрулми, йӗлме хуппи, ҫуркунне-ҫулла серте-пултӑрантан пӗҫернӗ симӗс апат-яшка, майра, качака, пир, пултӑран кӗпҫи, кӑмӑслӑх, кашкӑр ути — акӑ мӗн ҫисе ӳсрӗҫ (хӑшӗ-пӗри выҫӑпа та шыҫрӗ) кипкери, амӑшӗн кӗпи аркинчен ҫакланса ҫӳрекен е тяптяп ҫулӗсенчи вӑрҫӑ ачисем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр ят ути ниҫта та ахаль выртмасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, пӗр ят тӳпин ути икӗ лав ҫеҫ лектӗр, пурӗпӗр унпала кӑҫалхи пӑрӑва е виҫӗ путеке хӗл каҫарма пулать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ути ем-ешӗл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ути пилӗк таран, ӗҫӗ пурин валли те ҫитет: ҫулмалла утта, тавӑра-тавӑра типӗтмелле, пуҫтармалла, турттармалла.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн, атте: — Ят ути пире купа ҫурӑ ҫеҫ лекнӗ. Мӗнле лашана хӗл каҫаратӑн унпала? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кунах вӗсем ят ути ҫулма Малти шур текен ҫарана кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех