Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утатпӑр (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑ тӑхӑр ҫул ӗнтӗ эпир тӗрӗс ҫулпа утатпӑр, кӗрешетпӗр, ҫӗнтеретпӗр, коммунизм тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫапах та, йывӑрлӑхсем пулсан та, эпир ҫаплах ӗҫлетпӗр, социаллӑ обязательствӑсене пурне те пурнӑҫлатпӑр, халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑлататпӑр, малалла ҫирӗппӗн утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

— Ҫирӗм тӑватӑ ҫул коммунизм ҫулӗпе утатпӑр, Совет влаҫӗ тӑватпӑр, — илтӗнсе кайрӗ унӑн сасси хыҫалтан.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнах та, хамӑр ҫӗр ҫинче утатпӑр вӗт.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир пурте ҫак ҫара хул-ҫурӑмлӑ, илемлӗ, спортсмен кӗлеткиллӗ ҫын ҫине пӑхса малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Вӗтӗ вӑрмана кӗрсе сукмакпа малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа шавласа утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Малалла утатпӑр урхамахӑмпа.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ӗҫе кашни кун ҫуран ҫичӗ ҫухрӑм утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак курак коридорӗ тӑрӑх сехете яхӑн утатпӑр.

Около часу идем мы по этому травяному коридору.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир ытлашши ҫӳллӗ мар ҫӑра курӑк ҫинче ҫирӗппӗн утатпӑр, пӗрмай уҫӑлса курӑнакан симӗс инҫетсемпе савӑнса пыратпӑр.

Мы твердо ступали по невысокому густому травяному ковру и любовались непрерывно открывающимися зелеными далями.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах пӗр сехет утатпӑр, иккӗ утатпӑр, лагерь ҫук та ҫук.

Однако, идем час, два, а лагеря нет.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ҫапла утатпӑр эпир ялан, — сӑмах хушрӗ Петюк Петти.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӑппӑн хускалса малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӑмрасем айӗнчи тротуарпа утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Власть пушшине шартлаттара-шартлаттара ӑҫталла хӑвалаҫҫӗ — ҫавӑнталла утатпӑр, хирӗҫ чӗнме чӗлхе ҫук пирӗн, шухӑшлама пуҫ ҫук, вӗсене Сталин самани касса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«И.Я. Яковлев ҫулӗпе эпир те утатпӑр» ҫавра сӗтел чӑваш чӗлхи вӗрентекенсене пӗрлештерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Шӑппӑн та сӑнаса утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Ку ҫумӑр тусан пусӑрӑнтармалӑх кӑна», — текелесе малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Утатпӑр тухса ывӑлӑмпа урама.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех