Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усӑнчӗ (тĕпĕ: усӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑмӑр вӑйсӑрланса лӗштӗр усӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самантрах хулпуҫҫийӗ усӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Тӑлӑх арӑмӑн пуҫӗ тата аяларах усӑнчӗ, куҫӗсем пӗр самантлӑха хупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн йышши инҫе шухӑшсемпе сӗмленни мана каллех тин ҫеҫ вуланӑ-илтнӗ этем «чӗпписен» — чечек сарма та ӗлкӗреймен вутра кӗлленнӗ Аленкӑн, ачалла ухмахлӑха пула ӳчӗ-чысӗ «таптаннӑ» Нинукӑн — синкерлӗ шӑпи патне тавӑрчӗ, ачасен латсӑр, пысӑк инкеке ҫаврӑннӑ вӑййисене куҫ умне ӳкерсен, пуҫӑм юман каскиленсе усӑнчӗ, кӑмӑлӑма пас тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Йывӑрланнӑ пуҫ ҫине-ҫинех аялалла усӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗ ун патне чупса пычӗ — кая юлчӗ: ашшӗ пуҫӗ кӑкӑрӗ ҫине лаштӑрах усӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн ҫӗкленнӗ чышки лаштах усӑнчӗ, вӑйӗ пӗтсе килнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑпӑлса тухнӑ пробой чӑнкӑрт туса ҫӗрелле усӑнчӗ.

выдернул пробой.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул ун урлӑ каҫас тесе вӗрлӗк ҫине выртрӗ те ҫӗрелле лашт усӑнчӗ.

С трудом перевалился через прясла и без сил упал на снег.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак тарана ҫитрӗм те, Ватӑ пуҫӑм усӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗвелпе пиҫсе кӗрепленнӗ шӑнӑрлӑ алӑ акӑ тинех ҫӳлтен усӑнчӗ, верене хушӑк хӗрринчен аялтарах ҫатӑрласа тытрӗ, ун ҫумне тепӗр алӑ лекрӗ, вара вӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ Гервака сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, йывӑҫ тымарӗнчен ҫатӑрласа тытса хӗрарӑм почтальона хӑй те пулӑшать.

Наконец, загорелая жилистая рука высунулась сверху, схватив веревку ниже края трещины, к ней присоединилась другая рука, и они втащили перепуганную Гервак, причем она помогала почтальону, уцепившись за древесный корень.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Каплам-ешчӗк ҫутин аякри кӗтесӗнчен хура мӗлке уйрӑлчӗ, шавлӑн ухлата-ухлата аялалла усӑнчӗ, питӗм ҫумӗнченех явкаланса иртрӗ те ҫаврӑнчӗ.

В дальнем конце просвета сооружения оторвалась черная тень, с шумом ахнула вниз и, взвившись перед самым моим лицом, повернулась.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унӑн сулахай алли шӑлавар кӗсйинче, сылтӑмми вара, ыйхине хӑваласа, куҫӗсене сӑтӑрса усӑнчӗ те — ытти пӳрнисен вӗҫӗсене пуҫ пӳрнипе сӑтӑрать.

Его левая рука была засунута в карман брюк, а правая, отгоняя сон, прошлась по глазам и опустилась, потирая большим пальцем концы других.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав самантрах тенӗ пек ҫӑра уҫҫи чанклатнине илтрӗм, акӑ пусман уҫӑмсӑр ҫутинчен пирӗн пата тӗттӗмелле шӑмӑллӑ ҫинҫе мӑйӗ ҫинчи пысӑк пуҫ усӑнчӗ — урам сӗмлӗхне пула пичӗ тӗксӗм.

Очень скоро я услыхал поворот ключа, и из неяркого света лестницы к нам в темноту нагнулась, с темным от уличного мрака лицом, большая голова на тонкой, костлявой шее.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Перӳ ҫапнӑран алли усӑнчӗ: Эстер васкамасӑр пӑркаланса утать, акӑ йывӑҫ тӗлӗнче чарӑнчӗ.

Удар выстрела опустил его руку: Эстер шла, тихонько покачиваясь, и остановилась у дерева.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ыйхӑлакан пуҫ миминче темӗн тӗлӗрекенскер, аякран тӗмсӗлекенскер, пӑтранчӑкскер хускалать, Гент пуҫӗ минтер ҫине усӑнчӗ, вара вӑл тӳрех — чулланнӑн — тарӑн ыйха путрӗ.

Нечто дремотное, созерцательное и сумбурное шевельнулось в засыпающем мозгу, голова Гента опустилась на подушку, и он уснул сразу, как окаменелый.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Темиҫе самантран Блюм сылтӑм аякӗпе ҫӗрелле усӑнчӗ, лаша ҫилхинчен ярса тытрӗ те ӳкессе ӑнланчӗ.

Через минуту Блюм съехал на правый бок, ухватился за гриву и понял, что валится.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Урисем лӗнчӗрех кайрӗҫ, ши сӗтел ҫинчен усӑнчӗ, кӗлетки тӳп-тӳррӗн тӑма хӑтланса силленсе чӗтренчӗ те лӑпланчӗ.

Его ноги расползлись, рука упала со стола, тело, пытаясь держаться прямо, вздрагивало и поникало.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл авӑккӑн ҫаврӑнчӗ; кӗл жгут чӗтренчӗ те хӗре аллинчен явакларӗ, алӑ хӑвӑрттӑн усӑнчӗ, — ӑна чӑннипех ҫапрӗҫ тейӗн.

Она резко повернулась; пепельный жгут вздрогнул и захлестнул ее руку, разом опустившуюся, словно по ней ударили.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех