Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усрама (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пысӑк ҫак вӑрман, материке шалалла пин-пин мильӑна тӑсӑлаканскер, Соломон патша копийӗсене, Шехерезада юмахӗсене тата хӑйсене уҫасса кӗтекен пин-пин япалана пытарса усрама тивӗҫлӗ.

— Этот огромный лес, что тянется в глубь материка на тысячи миль, должен таить копи царя Соломона, сказку Шехерезады и тысячу тысяч вещей, ждущих открытия.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Ҫын туянсан Авель Хоггей пепкене питех те хӑйне евӗрлӗ пӳлӗмре усрама хушать; вӑл чӳречесӗр, пӳлӗме электричество кӑна ҫутатать.

Купив человека, Авель Хоггей приказал содержать ребенка в особо устроенном помещении, где не было окон. Комнаты освещались только электричеством.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Вӑл мана шанмасть курӑнать, тепре тӗрӗсличчен тесе, вӑхӑтлӑха хупса усрама хушрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Лаша усрама та йывӑр, — текелерӗҫ сӗтел хушшинче ларакансем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сӑваҫҫӗ ӑна, анчах усрама кӗтӗвӗпех пӗр ҫӗрте усраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Телегина мӗншӗн илсе килнине тӗрмере ӗҫлекенсене калама чарнӑччӗ, лайӑхрах пӑхса усрама кӑна хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пытарса усрама вара укҫана сейфрах лайӑх…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара пирӗн тӑмлӑ ҫӗрсем те хальхинчен чылай тухӑҫлӑрах тырӑ пама пуҫлӗҫ, нумай-нумай выльӑх тӑрантарса усрама май килӗ тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑмӑл тет-им вӑл сысна усрама? — лӑпланмарӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Ҫук‚ — тетчӗ ӑна хирӗҫ Анисим Иванович, — кунта эпӗ пурӑнатӑп, вырӑс сапожникӗ, ак ку ачи — тӑлӑх, усрама илнӗскер, хамӑн ывӑл вырӑнне.

— Нету, — отвечал Анисим Иванович, — здесь я живу, русский сапожник, а это мальчик-сирота, приемыш, вроде сына.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Парти ӑна хӑйӗн ҫулпуҫне пытарса усрама хушсан, ҫак ӗҫе вӑл кӑмӑл туртмасӑр мар, ӑна пӗр сӑмахсӑр пурнӑҫлас шутпа йышӑнчӗ; тӳрех Ленина ӑҫта вырнаҫтарасси, мӗн ҫитересси, мӗн сарса парасси ҫинчен шухӑшларӗ; карта ҫумӗнче, урампа юнашар вырнаҫнӑ сарайӑн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен, кӳршӗсен политикӑлла шухӑш-туйӑмӗпе ытти пирки те нумай тӗрӗссине асӑрхаттарчӗ, — кӗскен каласан, вӑл, 1905 ҫулхи революци вӑхӑтӗнче хӗҫпӑшал тата саккунпа чарнӑ тӗрлӗ литература пытарса усранӑ, тем тӗрлӗ ухтарусене, упӑшкине арестленисене пӗрре мар курса пӑхнӑ большевичка, хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур хуйха-суйха чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерме хатӗр боевикӑн арӑмӗ, хӑнӑхса ҫитнӗ ӗҫсене йӑлтах тӗплӗ турӗ.

Она восприняла поручение партии укрыть вождя партии не то чтобы равнодушно, но совершенно практически и сразу начала соображать, где его поместить, чем кормить, что стелить, высказала много верных замечаний о недостатках сарая, находившегося у самой изгороди, рядом с улицей, о политических настроениях соседей и т. д. — словом, делала все так, как привыкла делать в качестве большевички, Жены боевика, укрывавшей во время революции 1905 года оружие и всякую нелегальщину, переживавшей не раз обыски, аресты мужа, всегда готовой на все неприятности и беды, связанные с ее положением.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫапла вӗсем, хӑйсене вилӗм хӑрушлӑхӗ кӗтнине пӑхмасӑр, пӗр ӳкӗнмесӗр-ӳпкелешмесӗр Ленина хӑйсем патӗнче пытантарса усрама килӗшрӗҫ.

Так они безропотно, несмотря на смертельную опасность, согласились укрыть у себя Ленина.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Юлашкинчен хуҫа мана хӑй патӗнче мӗн виличченех тытса усрама хатӗрри ҫинчен каласа пачӗ.

В заключение хозяин сказал, что он лично готов держать меня у себя на службе всю мою жизнь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Анчах сирӗн ҫӗршыв питех те чухӑн-ҫке, вӑл хӑйӗн халӑхне те тӑрантса усрама пултараймасть! — терӗ мана итлесе ларакан хуҫам.

«Бедна же, однако, страна, — сказал мой собеседник, — которая не может прокормить своего населения!»

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ самантрах хамӑн вӑрттӑнлӑха малашне те пытарса усрама май ҫуккине ӑнланса илтӗм.

Я понял, что совершенно бессмысленно пытаться дольше сохранять свой секрет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах хамӑн вӑрттӑнлӑха нумай вӑхӑт пытарса усрама май пулмарӗ.

Однако мне недолго удалось скрывать свою тайну.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чиновник король ҫуртӗнчен манпа мӗн тӑвас пирки приказ иличчен мана хӑй патӗнчех тытса усрама лекни ҫинчен каласа пачӗ.

Чиновник ответил мне, что он должен задержать меня впредь до получения распоряжений от двора.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эрешмен картине хулӑнлатса ҫирӗплетес тесен, ҫак ученӑйӑн малашне хӑйӗн шӑнисене ҫитерсе усрама йывӑҫран тунӑ ҫилӗм е ытти япала евӗрлӗ апат ҫеҫ шутласа тупмалла пулать.

Ему оставалось только найти для мух подходящий корм в виде древесного клея и других веществ, способных придать паутине большую толщину и прочность.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ту тӑрринче вӗсем вӑрӑм канав алтма, ҫав канавра вара шыв пухса усрама шантарнӑ.

На вершине горы они брались вырыть длинный канал, который будет служить водохранилищем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак выльӑхсене ҫул ҫинче тӑрантарса усрама хампа пӗрле пӗр пысӑк ҫыхӑ утӑ тата пӗр михӗ тырӑ илтӗм.

Для прокормления этого скота в пути я захватил с собой большую вязанку сена и мешок зерна.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех