Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уру (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санӑн хӑрах уру йывӑҫ иккен…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӑр часрах уру ҫине! — ӳсӗре пулӑшкаласа тӑратрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сан уру вӗҫӗнче хурарах арҫын выртать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ мана уру ҫинче чуччу ярӑнтартӑн, чӗрҫӳ ҫине лартса чылайччен ыталаса лартӑн, ӑшӑтрӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Уру ҫине ӗне пусман та, ҫавӑнпа нимӗн те ӑнланмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Эпӗ санӑн уру сассине ыттисеннинчен ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илнӗ пулӑттӑм.

Твои шаги я стану различать среди тысяч других.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӑраятӑн-и уру ҫине?

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Сан уру йӗрне пусса ҫитереймӗн ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫурхи тӗнче ешерме тытӑнсан, чи малтан ҫеҫке ҫурнӑ чечеке сан уру айне килсе хурӑпӑр, ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен, сана килсе калӑпӑр, ачамӑрсем ӳссе ҫитсе мӑшӑрлансан, сан умна килсе пуҫ тайма хушӑпӑр…»

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Уру? — Стратонов хӑвӑрт ҫӗкленчӗ те, Тимуш уксаххине тин пӗлнӗ пек, унӑн хуҫланман ури ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Паллах, халӗ ӗнтӗ вӑл сан арӑму ҫеҫ мар, уру тупанне те ҫуллама хатӗр пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халӗ тухса вӗҫ кунтан, текех уру йӗрри те ан пултӑр кунта.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куҫа уҫса пӑхма ӗлкӗретӗп кӑна — радио сасси хӑлхана кӗрет: физзарядка тума тытӑн, урусене хулпуҫҫи анлӑш сар, аллусене ҫӗкле, сылтӑм аллуна сулахай уру пуҫне, сулахай аллуна сылтӑм уру пуҫне ҫитер…

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Ҫынна хӑвӑн уру ҫине пустармастӑн, манран та ыттисем пек хӑрамастӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Кил-ҫурта ҫирӗп тытас хуҫа пулас ҫук санран, пӗрмай картинкӑсем ӳкерсе ларатӑн. Картинкӑсем ӳкернипех пурнӑҫ тӑваймӑн, ачам, тутӑ пулаймӑн. Каларӗ тейӗн. Уру ҫине ӗне пусман-ха санне», — тетчӗ ӑна ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах, унччен пулать-и, кунччен-и, сан уру айне темӗнле хытӑ муклашка лекет те нӑтӑрт! туса ванса каять.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Шӑнатӑн-и унта, уру йӗпенет-и те — ӳслӗк пуҫланса каять…

Простудиться, промочить ноги, начнется кашель…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

А ну-ка, тӑр уру ҫине!»

А ну-ка, поднимайся!

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уру ывӑнчӗ пулӗ».

Ноги-то, поди, устали.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сан сулахай уру ҫине шӗпӗн тухнӑ, ҫав ятпа!

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех