Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уринчен (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитмӗл пин ҫын хушшинче Ҫичҫӗр ҫулхи пӗр старик, Хӑҫан ҫавӑ старикӗн Ҫӗрнӗ шӑмми-шаккинчен — Сӗтел тӑвӗҫ кӑкринчен, Ура тӑвӗҫ уринчен, Ҫав сӗтелӗн хушшинче Апатланӗҫ иккӗшӗ — Тин пӗрлешчӗр юратса Чӗкеҫпеле Еркиней!»

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе Чӗкеҫ пӗтерчӗ, Пуҫ-ҫапмашкӑн кукленчӗ, Унтан ашшӗ уринчен, Ярса илчӗ аттинчен.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шӑллӗ уринчен юн юхтарса выртать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Утӑ капанӗсемпе утӑ урисем хушшинче ҫӗрӗпех аташса ҫӳретчӗ пулӗ Ҫтаппан, Правлени ҫуртне вутӑ хутма пынӑ Униҫҫе ӑна тимӗр турчӑкапа уринчен тӗксе вӑратса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Фронтра вӑл сылтӑм уринчен аманнӑ, ҫавӑнпа туяпа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Утти те ват ҫын утти ӗнтӗ, уринчен ури ҫеҫ ирткелет.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Яланах ҫакнашкал: Кӗтерук пӗтӗм вӑйӗпе мекеҫленсе туртать, Михха, аттине уринчен вӗҫертмесӗр, ҫамрӑк хӗрӗн илемлӗ кӳлепине курса савӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сергей кайри уринчен ҫирӗп ҫыхнӑ чӗрӗ йӗкехӳрене ашшӗне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук пӗрремӗш хут хӑйне уринчен пуҫласа пуҫ таран курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакна тӑнласа пыракан Иливан Пайкука ӗсенкӗ вӗҫӗпе уринчен кӑт! тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лупас айне лартса йӑвин шӑтӑкне уҫсанах Квикка пӗр чӗппине ҫӗклесе вӑрмана тарма хӑтланчӗ; юрать-ха, пирӗнпе пӗрле Палюк мучи пычӗ те, Квиккана хӑй патне астарса илсе тытрӗ, вара уринчен, ыраттармалла мар ҫыхса ҫинҫе кантӑрапа йӑви патне кӑкартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— Тытасчӗ те уринчен кӑкарса лартасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Тепрер вунӑ метртанах эп унӑн уринчен ярса тытатӑп, хам паталла туртатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Февралӗн 19-мӗшӗнче Патрекеевнӑн «аяк пӗрчисене шутланӑ» кушак хӑйӗн хутне кӗнӗ ҫамрӑка уринчен чӗрмеленӗ, тепӗр кушакпа «тӳпелешнӗ».

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Кӗтмен ҫӗртен Ваҫҫа лашипе тӑратрӗ те, чӑпӑрккипе хӑмсарса, пирӗн ҫине вӑркӑнчӗ, аппана ҫара уринчен, пуҫ урлӑ, ҫурӑмӗнчен чӑпӑрккапа чӑвӑшлаттара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакӑнпа калаҫу пӗтрӗ пуль тесе Янтул виҫ лашаран варринчи ҫине утланнӑччӗ, Савтепи сиксе тӑрса ун уринчен пырса уртӑнчӗ.

Посчитав разговор оконченным, Яндул вспрыгнул на среднюю лошадь и хотел было тронуться в путь, как Савдеби повисла на его ноге.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла сӗмленнӗ май вӑл пӗр енчен кӗме тӑчӗ витене — лаша уринчен шикленчӗ.

Но когда подобрался к лошади, вдруг испугался:

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ тайӑлса кайнӑ пулас та, Янтул уринчен ҫатӑрласа тытрӗ.

Запнувшись, он ухватился за ногу Яндула.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Патак пӗрре кӑкӑртан, тепре алӑран, уринчен, пуҫӗнчен лекет.

Бъет палкой по груди, по рукам, по ногам, по голове…

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чупсап-чупсан тин хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илет Шахрун: каялла мар, малалла ӳкмелле пулнӑ, вара чип-чиперех Ухтивана уринчен тытса ӳкерме пулатчӗ.

На бегу Шахрун понял свою ошибку: надо было падать не назад, а вперед, уж тогда бы он наверняка ухватил этого заморыша Ухтивана за ноги.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех