Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уринче (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Потапов, хулӑн туталлӑ чипер арҫын, яланхи пекех хура куҫлӑх тӑхӑннӑ, Мерчен Мишши уринче — сакӑрвунӑ тенкӗ тӑракан кивӗрех пушмак.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫийӗнче — кивӗрех фуфайка, уринче — тарӑн калуш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫӗнче — ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк, уринче — хура ӑшӑ пушмак.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑм уринче — чуссӑнкки.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Уринче крем сӗрсе ҫутатнӑ атӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Уринче — атӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗмӗ хура пиртен, уринче хӗрлӗ тӗслӗ юхтӑ атӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уринче симӗс, кӑвак тата хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипписемпе улшу ҫыхнӑ вӑрӑм чӑлха, кивӗрех ҫӑпата.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун уринче атӑпа калуш.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Уринче ҫӑмӑл пушмак (тӗсӗ паллӑ мар).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑмӑр кимоно кӗпепе, шалпар хура шӑлаварпа, уринче ҫуллахи уҫӑ хура туфли.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Уринче — шурӑ ҫӑм чӑлха, ҫутӑ калуш.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уринче — вун ик тӳмеллӗ сахъян пушмак, пӳрнисенче — ылтӑн ҫӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр кивӗ, ҫӳхерех тӗксӗм кӑвак ватка фуфайкӑпа, хакӗ тухнӑ хура ҫӑм шӑлаварпа, пуҫӗнче тахҫан ашшӗ тӑхӑннӑ мулаххай, уринче — саплӑклӑ шурӑ чуссӑнкки.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр вара хӑй ҫинче Полина куҫне те туйса, куҫ уҫайми именсе, намӑс вучӗпе ҫунса, ҫӗр тӗпнех анса кайнӑ пулӗччӗ: вӑл хура чечеклӗ кӑвак ситсӑран ҫӗленӗ кӗпепе, килте тӗртнӗ, хура сӑрӑпа сӑрланӑ шӑлапиртен ҫӗленӗ шӑлаварпа, уринче… ҫӑпата!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уринче хура путинкка.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уринче тӗсне ҫухатнӑ, сӑрӑ шатри ҫийӗнсе пӗтнӗ качаллӑ кроссовка.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрарӑмӗ симӗс пустав пуснӑ вӑрӑм аркӑллӑ, виҫеллӗ пальтопа; уринче — хура чусӑнкки; пуҫӗнчи шурӑ шел тутӑр вӗҫӗсене мӑйӗ тавра лӗнчӗр ҫавӑркаласа ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫынӗ ҫинчи драпран ҫӗленӗ кӗске пальти те, шалаварӗ те шупкарах хура; уринче — кӑвак ҫӑмран йӑваланӑ чусӑнкки; пуҫӗ ҫине ондатра тирӗнчен ҫӗленӗ мулаххай пусаркаласа лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех