Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапапа (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапапа танлашсан, куҫне-пуҫне чарса пӑрахать Тамара: — Ку…сем кам-камсем? — тытӑнса ыйтать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен урапапа картунтан пӗрер ҫухрӑм кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗчӗк урапапа пӗр михӗ тапак туртса, хӗвел тухичченех хуланалла уттарчӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсеренех вӑхӑт тупса ешӗл курӑк ҫулать, ӑна пӗчӗк урапапа туртса килсе аслӑк ҫине типӗтме саркаласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ урапапа тухса кайнине хамӑртан турарахра пурӑнакан Анисим асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Кӑлава Шетмӗре урапапа усӑ курса пациента васкавлӑ пулӑшу машини патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ман шутпа ял халӑххин урапана пӗр-пӗр палӑк лартмаллах!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Ӗнер Красноармейски районӗнче тухтӑрсем пациента васкавлӑ медпулӑшу машини патне урапапа тӗксе тухнӑ.

Вчера в Красноармейском районе врачи пациента до машины скоро помощи вытолкали на тележке.

Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пациента урапапа тӗксе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35114.html

Тӑрантаспа е урапапа инҫе ҫул ҫӳреме канлӗ пек, лайӑх пек.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗрре аппа патне каять, тепре пирӗн урапапа юнашар чупать.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Халь, космос ӗмӗрӗнче, урапапа туя ҫӳремеҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ, пӑхсан сӑн курӑнакан йӑлтӑр-йӑлтӑр «Волгӑпа» хӗрсене ларта-ларта тараҫҫӗ, — сайрарах шурӑ шӑлӗсене илемлӗн кӑтартса кулса ячӗ Галя.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Курӑпӑр, ак, Василий Петровичпа Тамара ҫавӑн пек илемлетнӗ урапапа ял Советне вӗҫтереҫҫех.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лаша пуррисем лашапа, лашасӑррисем кустӑрмаллӑ урапапа ял-ял тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ пӗр урапапа тыр ӑшне кӗнӗшӗн хам ответлетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пирӗн урапапа юнашар пӗр хӗрарӑм ача ӗмӗртсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урапапа та шанчӑклӑ мар, ачам…

— Так и на телеге-то ненадежно, сын мой…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Капла вӗсем чупнӑ пек туса пынинчен те ӳсӗмлӗрех каяҫҫӗ-мӗн, Сбоев аран-аран, урапапа тан ӗлкӗрсе, тӗкӗлтетсе пырать.

Так они, как оказалось бегут еще резвей, чем тогда, когда делали вид, что идут, и Сбоев едва успевал, еле-еле уравнялся с телегой, едва успевал за ней.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кайран пуш урапапа килне этем, ҫивӗч куҫлӑ йӑрӑ усламҫӑ, кашни япаланах тыта-тыта пӑхать те хакне каласа хӑй урапи ҫине илсе хурать.

Остроглазый дебелый мещанин, оценив каждую вещь, бросает ее в свою телегу.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малта — приставпа сотски, аллӑ ҫулсене ҫитнӗ кӗреш юмансем, вӗсем хыҫҫӑн — Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, Ивук, пунеттейсем, пуш урапапа килнӗ Чикме мещенӗ…

Впереди — пристав и сотский, дубовые кряжи лет под пятьдесят, за ними — Петр Велят, Ивук, понятые, козьмоде-мьянский мешанин на порожней телеге…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Киле Альпие ашшӗ, шыва путнӑ ҫынна хурса килнӗ пек, урапапа турттарса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пур ҫӗрте те халӑх хӗвӗшет, пур ҫӗрте кӑшкӑрашу, ҫуйхашу, ҫуран утакан е кӳме урапапа ларса пыракан халӑх.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех