Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уран сăмах пирĕн базăра пур.
уран (тĕпĕ: уран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана барометр кирлӗ мар, уран ревматизмӗ пӗр йӑнӑшсӑр систерет, — терӗ каҫхине Савин мучи.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпир ҫара уран кулилле вылятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑватӑ уран чакаланни…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех Пурис пылчӑк начлата-начлата, хашка-хашка, ышлата-ышлата шывран тухрӗ те тӑватӑ уран упаленкелесе, йӑвӑ ӳснӗ чакӑр курӑкне сиркелесе, нӳрӗ катрашка ҫине пырса ларчӗ (шӑлаварӗн сулахай чӗркуҫҫийӗ пӑтӑрах кайнӑ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урайӗнче кӗрешекенсем патнелле тӗрмере ларакансем те кӗтессенчен тухса тӑватӑ уран шуса пыма пуҫларӗҫ…

Из углов, выползая на четвереньках, двинулись к месту свалки и заключенные…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лашасем таканӗсене йӑлтӑртаттарса икӗ уран тӑчӗҫ.

Лошади, сверкая подковами, вставали на дыбы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ҫара уран пусмалӑх тӑпра ӑшӑнсан, сӗлӗ акма юрать», — тетчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Регентӑн пуҫӗ ҫинчех чуна ҫӳҫентерекен пысӑк картина: тамӑкра ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫунаҫҫӗ, вӗсем патнелле хӑрушла пысӑк ҫӗлен икӗ вӗҫлӗ сӑннине тӑсса кармашать, анчах ӑна сӑнчӑрланӑ, унӑн мӑйӗ ҫине Христос ҫара уран пусса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Макар тӑват уран тӑрса «лаша» пулчӗ те, ачисене ҫурӑмӗ ҫине лартса, пӳлӗм тавра ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Фашистсем хӗре ӑнран яриччен хӗненӗ, шартлама сивӗ каҫ юр ҫийӗн ҫара уран, кӗпе вӗҫҫӗн уттарнӑ, кӑкӑрӗсене ҫӗҫӗпе каснӑ… юлашкинчен ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑн, сывлӑм шывне ҫара уран сирпӗтсе, хаваслӑ куллисемпе урама янӑратса килелле чупатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вара ҫырмаран тӑватӑ уран упаленсе хӑпарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ытла кукӑр-макӑр ҫулпа, ӑманла, тӳре-шарапа мул хуҫисем умӗнче тӑват уран тӑрса, пымасть-ши Микула революци тӗллевӗсем патне?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Санӑн лапсака туратлӑ йӑмрусем, кӑтра пуҫлӑ хурӑнусен сулхӑнӗнче, ҫу вӑхӑтӗнче кавир пек ҫемҫе сарӑлса выртакан курӑк ҫинче ҫара уран ҫӳресе, хӗл кунӗсенче пӗчӗк ҫунашкапа е конькипе ҫил-тӑман кӑларса сӑртран ҫырма хӗрнелле вӗҫсе ӳснӗ этемшӗн ытла та хаклӑ эсӗ!

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫирӗм пилӗк ҫул каярах, хам ҫирӗм ҫулта ҫеҫ чухне пулсан, хӑрах уран сиксех пыраттӑн та-ха!

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки хӑй патне пырсан: — Малтан ҫак ҫӑм калуша тӑхӑн-ха. Ват ҫын ҫара уран ҫӳрени мӗн илемӗ пур? Ҫӗрӗ те чӗрӗ, — тесе, ҫӑм калуша Ҫтаппан умне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав «шуйттан» хӑй патнелле ҫывхарнине курсан, старик пушшех те хытӑрах ҫухӑрашма пуҫларӗ, тӑватӑ уран упаленсе, аранах алӑкран тухрӗ, юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пулӑҫсем чӑлхи-ҫӑпатисене салтса хыврӗҫ, ҫара уран юлчӗҫ, анчах кӗпи-йӗмӗсене хывмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атте ҫара пуҫӑн, ҫара уран урама чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Авантарах пӗренесене аттепе пичче уран хӑмилӗх ҫурнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех