Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑкран темиҫе утам аяккарахра, виҫӗ кӑвакал нимӗн хуйхи-суйхине пӗлмесӗр шапӑртатакан лапраллӑ шыв кӳленчӗкӗ патӗнче, чӗркуҫҫи ҫинче икӗ хресчен тӑраҫҫӗ: пӗри — пӗр утмӑл ҫулти ватӑ ҫын, тепри — ҫирӗм ҫулти ҫамрӑк ҫын; иккӗшӗ те, хуралса кайнӑ, сапласа пӗтернӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнса, пилӗкӗсене, пиҫиххи вырӑнне, кантӑрасем ҫыхнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫара уран.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Ҫара уран, ҫӗтӗлсе ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫӳҫ-пуҫне сапаласа янӑ Сучок ӗлӗк улпут килӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ пӗр утмӑл ҫулхи ҫын пек курӑнать.Босоногий, оборванный и взъерошенный Сучок казался с виду отставным дворовым, лет шестидесяти.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫара уран, пушмака хулхушшине тытса килтӗм.
Хыткукарпа хӗрарӑм тарҫӑ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Унтан, ик уран чӗвен тӑрса, малти урисене хуҫа кӑкӑрӗ ҫине хурса, ун чӗрҫийӗ ҫине ларма кӑна хатӗрленнӗччӗ, хуҫа чӑтаймасӑр кӑшкӑрса янӑ.
Ашак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫара уран ҫеҫ мӗнле те пулин ҫӳрекелеме пулать: кунти пылчӑк чӗрӗ ҫын ури шӑммине сыпӑран хуҫса, туртса кӑларни ҫапах та пулман-ха.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тревога ҫӗклес мар тесе, тӑват уран тӑрса, ҫуртӑн кӗтесси патне упаленсе пытӑм.Чтобы не поднимать тревоги, я опустился на четвереньки и беззвучно пополз к углу дома.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл тӑват уран тӑчӗ, хӑйӗн суранлӑ ури, ахӑртнех, хытӑ ыратать пулмалла, кашни хускалмассеренех хыттӑн йӑнӑшатчӗ, ҫапах та вӑл палуба тӑрӑх чылай хӑвӑрттӑн шуса кайрӗ.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ тӗмесен хушшине тӑват уран упаленсе пытӑм.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Лере, урамра, хӗрачасем асфальт тӑрӑх черепица татӑкӗ хыҫҫӑн хӑрах уран сикме пӑрахнӑ ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Сасӑ парас мар тесе тӑрӑшса, эпӗ тӗме ӑшӗнчен тӑват уран упаленсе тухрӑм та, вӑрманалла ыткӑнса чупрӑм.Стараясь не шуметь, я вылез на четвереньках из кустарника и помчался в лес.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Майӗпен, анчах ҫине тӑрса, эпӗ тӑват уран малалла шурӑм.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл икӗ уран тӑнӑ мӑнтӑр дракон евӗрне килет.
VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кӗпер айӗ тӑвӑр, унта тӑват уран ҫеҫ упаленме пулать.Мостик был низенький, и двигаться под ним можно было только на четвереньках.
IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӳрех Стёпка ҫине вӗҫтерсе пыракан юланутӑн лаши сасартӑк икӗ уран тӑчӗ, унтан ҫынни-мӗнӗпех ҫул ҫине персе анчӗ.Всадник, скакавший прямо на Стёпку, внезапно вздыбил лошадь и тут же рухнул вместе с нею на дорогу.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Эпӗ колбасапа пыратӑп, Ярик малти урисене алӑ пек усса ик уран утса ман хыҫҫӑн пырать, ҫапла эпир хамӑр пӳлӗм тавра пӗр хут та, икӗ хут та, е ытларах, та утса ҫавӑрӑнатпӑр.
Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.
Ҫуркунне ҫара уран ҫӳре — кам сана туфли ҫӗлесе парать?..
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо Сян ирӗксӗрех ҫара уран ҫӳрекен Со-чжуна аса илчӗ те ҫапла шутларӗ: «Ун пек хӗрарӑма чӑн та ҫӗр ҫын ҫинче те тупаймӑн. Вилнӗ Чжао Юй-линь те ҫаплахчӗ».
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Акӑ, пӑх-ха: хӑй ывӑлӗ ҫара уран чупать, кӗтӳ ачине тахҫанах тӑхӑнтарнӑ.Вот погляди: свой сынишка босиком бегает, а пастушок давно обут.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн чухӑн ҫемьери хӗрарӑмсем ҫара уран ҫӳреме пуҫланӑ: вӗсен шурӑ туфли ҫӗлеме материалӗ те, вӑхӑчӗ те пулман.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Акӑ мӗншӗн эпӗ ҫулталӑкӗпех ҫара уран ҫӳретӗп иккен! — лӑпланма пӗлмерӗ лавҫӑ.— Вот почему я круглый год босиком хожу! — не унимался возчик.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.