Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамӗсем (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайччен ҫӳрерӗ Трахвин Якурӗ хула урамӗсем тӑрӑх, пур ҫӗре те ҫитсе курма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӗлт те вӗлт иртсе юлаҫҫӗ хула урамӗсем.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ хула урамӗсем хӗре кӑштах палланӑ пек те туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хула урамӗсем тӑрӑх 1964 ҫулта пуҫласа ҫула тухнӑ «ЗИУ-5» маркӑллӑ троллейбус хутлӗ.

По улицам города будет курсировать троллейбус марки «ЗИУ-5», вышедший на маршрут в 1964 году.

Хӗл Мучиллӗ ретротроллейбус ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33791.html

Анчах Иливан ун урамӗсем тӑрӑх этемле ҫӳресе курман-ҫке, ун илемне пӑхса савӑнайман.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хула урамӗсем тӑрӑх ура айӗнчи чулсене кисретсе, сывламалла мар тусан кӑларса похода кайма тухнӑ стрелецсем, пищальниксем тата посошниксем иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурӑнвар ялӗн урамӗсем сарлака та вӑрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫак каҫ эпӗ поселок урамӗсем тӑрӑх чылайччен ҫӳрерӗм, ташӑ площадкине кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Юнкун ирпе ирех Вӑрнар урамӗсем талккӑшӗпех каток евӗр ҫуталма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Сӑмахран, Ярославль урамӗ темелле ӗнтӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен Ярославский е Ярославски урамӗсем «сиксе тухаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Урамӗсем ҫеҫ сапаланчӑк, вӑрӑм.

Разве что улицы многочисленны и длинны.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урамӗсем куҫ умӗнче.

Вот улицы.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тек Алина Аркадьевна Сосаевӑн ырӑ кӑмӑл турамне эпир сисеймӗпӗр, ачаш чунне илтеймӗпӗр, малаш тӗпчев ӗҫӗсене вулаймӑпӑр, шехер урамӗсем тӑрӑх тӑп-тӑп пусса утса ҫӳренине кураймӑпӑр…

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Вӗсен кунта хӑйсен урамӗсем пур — Арбат, Басманнӑй, Тутар тӑкӑрлӑкӗ, Балчуг, Тӑлмач урамӗ, Ордынка…

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑннипе темиҫе ҫухрӑм юртӑпа килнӗ хыҫҫӑн юлан утлӑ ҫынсем Мускав хулин тӑвӑр урамӗсем тӑрӑх ӑш пиллӗн калаҫса лашисене уттарса кӑна пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питех хавассӑн утмарӗ мӑрса Хусан урамӗсем тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртен пуҫласа каҫчен ҫӳрерӗҫ иҫниксем Юмансарӑн кукӑр-макӑр урамӗсем тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтрах килсӗр-ҫуртсӑр, анасӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр чӑвашсем хутаҫ ҫакса Хусан урамӗсем тӑрӑх ыйткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урамӗсем йышлах мар пулмалла кунта, анчах вӑрӑм, пӗр вӗҫӗнчен пӑхсан тепӗр вӗҫӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех