Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамнелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтаксем, анса, ҫинҫе те ансӑр тӑкӑрлӑкпа ҫырманалла, Хуҫалӑх урамнелле ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Апсида Байчи-Жилински урамнелле (венг. Bajczy-Zsilinszky utca)) пӑхать.

Апсида выходит на улицу Байчи-Жилински (венг. Bajczy-Zsilinszky utca).

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

— Тепӗр урамнелле ҫавӑр-ха, илтетӗн-и?

— Сверни-ка на другую улицу, слышишь?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Кайран, ӗнелсене утравран хӑваласа кӑларсан, ӗҫӗпӗр! — утнӑ ҫӗртех сӑмахне ыткӑнтарса хӑварчӗ те Вахлай пасар урамнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх вӗҫертмӗттӗм, — Ҫтаппан Макҫӑма васкатса ячӗ те хӑй пасар урамнелле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Телейлӗ мӑшӑрсене курсан, мана тунсӑх сырса илчӗ, Эп чӑтаймарӑм, Санюксен урамнелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Юмӑҫ карчӑк вырӑнтан хускалчӗ те такӑна-такӑна хӑйсен урамнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кишлот пӗр тапхӑр стойка хыҫӗнче ҫукчӗ те — Давенант ҫӗҫӗсемпе вилкӑсене буфетри яланхи вырӑнне хучӗ, унтан шлепкине йӑтса хуланалла чупса тенӗ пекех кайрӗ, унта ҫӳреме пуҫларӗ, Яккӑр урамнелле майӗпен, анчах татӑклӑнах ҫывхарса пырать.

Случайно Кишлота не было за стойкой, когда Давенант складывал ножи и вилки на обычное место буфета, схватив шляпу, юноша отправился быстрым шагом и начал бродить по городу, медленно и неуклонно приближаясь к Якорной улице.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пальто уртса ярса хыт-хураллӑ уй урлӑ Пысӑк Укҫа урамнелле ҫул тытрӗ — хӑйӗн хваттерне.

Накинул пальто и зашагал через пустырь на Большую Монетную улицу, к себе на квартиру.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Епле тавҫӑрма ӑс ҫитерчӗтӗр Матви Хирти Тӗнкӗрӗн хир урамӗпе анса лавкка урамнелле пӑрӑнсан, янках вӗтелесе илчӗ ун ӑшӗ-чиккине: ара, вӑт, каттӑршнӑй пуҫӗ, шантарса тӑнӑ япала туянса парӑп тесе арасланса пурӑннӑ ҫӗртенех пуҫран тӑнч тухах ӳк.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нимӗҫсем вӗсен урамнелле пӑрӑнмарӗҫ; харӑссӑн таплаттарса, сылтӑмалла пӑрӑнса кайрӗҫ.

Немцы не повернули в их улицу; ровным воинским шагом, повернули направо.

35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Надежда Константиновна, ӑна асӑрхасан, Невски урамнелле васкать.

Надежда Константиновна, увидев его, заспешила на Невский.

«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Крэнкбиль, Евстафий ҫветуй ячӗпе тӑракан чиркӳ патӗнчен иртсе, Монмартр урамнелле ҫаврӑнса кӗнӗ.

Кренкебиль прошел мимо церкви святого Евстафия и повернул на улицу Монмартр.

VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Пасар урамнелле пӑрӑнчӗҫ.

Завернули на базарную площадь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ачасем хула урамнелле, сӑмсисемпе чӳрече кантӑкне перӗнтерсе, пӑхса пычӗҫ.

Ребята так и прилипли носами к оконному стеклу.

Пурте пӗрле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Яла кӗрсен, Ӑҫтиҫук урамнелле пӑрӑнчӗҫ те Тухтар тӗлне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Прямо у околицы свернули на бедняцкую улицу Тухтара и направились к его домику.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр кас хӗрӗсем ун пӳрчӗ умӗнчен, сӑвӑ каласа, каҫсерен иртеҫҫӗ Вӑтакас урамнелле.

Вечерами мимо его избушки с песнями и прибаутками проходят девушки с Бедняцкой улицы на хоровод.

IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Володя Пирогов урамнелле ыткӑнчӗ.

Володя бросился на Пироговскую.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тухтӑр ҫав урам вӗҫӗнчен епле те пулин хӑтӑлса тухасшӑн пулса Петканчов урамнелле чупнӑ.

Доктор поспешил выбраться из тупика и побежал на Петканчову улицу.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта вӑл хӑйӗн садне пӑхса ҫаврӑнчӗ, каснӑ черешньӑ тункатине асӑрхарӗ, кулкаласа илчӗ, каялла ҫаврӑнчӗ, садсемпе ҫаран хӗррипе тухса хулан аслӑ урамнелле утрӗ, ҫавӑнтан К. хулине каймалли ҫул иртет.

Там он окинул взглядом свой сад, посмотрел на пень, оставшийся от срубленной черешни, и ухмыльнулся в усы; потом повернул и огородами и лугами направился к дороге на К., чтобы по главной улице, в которую переходила дорога, войти в город.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех