Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкун (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Упӑшкун аттисем ылмаш мар-и?» — тесе юри йӗкӗлтеҫҫӗ тепӗр чух шапӑлти хӗрарӑмсем Кулюккана.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшкун, тен, тус-йышсем пур…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калама пултаратӑп: эпӗ — санӑн пулас упӑшкун саккунлӑ арӑмӗ, унӑн пулас ачин амӑшӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Савӑн, Укаҫ, упӑшкупа: Мухтав орденӗ те, «Хисеп Палли» те пур сан упӑшкун!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Лайӑхрах тыт, пурта ан чалӑштар — упӑшкун тути чалӑш пулать! — илтӗнет Шаликовӑн кулӑшла сасси.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Санӑн, сӑмахран, хӗрарӑм мар, арҫын пулмалла пулнӑ, сан упӑшкун, Михалан, хӗрарӑм пулмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сирӗн упӑшкун, Фаня юлташ, чавсисем ҫӗтӗле пуҫланӑ, костюмне улӑштарма та вӑхӑт ҫитнӗ пулмалла, — тенӗ сасартӑк Тысленко.

— А у вашего муженька, товарищ Фаня, локти-то протерлись, — заявил вдруг Тысленко, — пора бы костюмчик переменить.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Кӗтмен ҫӗртенех ӑна хӑлхинчен такам: Лозинский Уҫӑп инҫетре, ту таранччен Хӑвалӑха инҫетри ҫӗршывран никам та ҫаврӑнса килмен-ха, тен инҫетри пушхирте упӑшкун шӑммисене те ҫӑхансем йӑтса пӗтерчӗҫ пулӗ, эсӗ ав, кунта хӗр тесен — хӗр мар, упӑшкаллӑ арӑм тесен те май килмест, пурӑнатӑн хӑвӑн ҫамрӑк ӗмӗрне ирттерсе, — тесе пӑшӑлтатнӑ.

Нет-нет, да и зашепчет кто-то на ухо, что Осип Лозинский далеко, что еще никто из таких далеких стран в Лозищи не возвращался, что, может, вороны растаскали уже и мужнины косточки в далекой пустыне, а она тут тратит напрасно молодые лета — ни девкой, ни вдовой, ни мужниной женой.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Темле генерал манпа курса калаҫасшӑн-мӗн: ырӑ сунса кӗтетӗп; кӗрет хайхи ман патӑма пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ этем, хӑй тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, шӑп та шай Кульнев портречӗ пек; вилнӗ упӑшкун, Иван Андреевичӑн, тусӗ эпӗ, службӑра унпа пӗрле пулнӑ тесе пӗлтерет хӑй; кунтан иртсе каяканскер, унӑн тӑлӑх арамӗ кунта пурӑннине пӗлтӗм те акӑ, ҫула май кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӑм, тет.

Какой-то генерал просит со мною увидеться: милости просим; входит ко мне человек лет тридцати пяти, смуглый, черноволосый, в усах, в бороде, сущий портрет Кульнева, рекомендуется мне как друг и сослуживец покойного мужа Ивана Андреевича; он-де ехал мимо и не мог не заехать к его вдове, зная, что я тут живу.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех