Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкипе (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшкипе ывӑлне салтака ӑсатнӑ чухне, вӗсене тӑшман пульлинчен сыхлатӑр тесе, иккӗшне те кӗлӗ сырса парса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Упӑшкипе вӗсем тахҫанах уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл хӑй евитленӗ хыҫҫӑнах упӑшкипе килӗшме ӗлкӗрнӗ-мӗн те, халӗ йӑлтах кутӑна печӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Анюта та, ырӑ мара сиснӗ пек, чӗнмесӗр выртрӗ, хушӑран упӑшкипе питӗнчен асӑрхануллӑн сӗртӗнкелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улька упӑшкипе юнашар ярӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗсӗр ӳснӗскер, вунсаккӑртах качча тухнӑ вӑл Юманлӑх поселокне упӑшкипе пӗрле ӗҫлеме килнӗ Упӑшки ӑнсӑртран йывӑҫ ҫапнипе вилсен, пӗчченех тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран ҫеҫ, слетра ӳкернӗ сӑнӳкерчӗк ҫинче упӑшкипе арӑмӗ кула-кула Ванюшӑн шурӑ кӗпи ҫинче хура хӗреслӗ тӳмене асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫсерен вӑл учительница упӑшкипе, илемлӗ те яштака пӑхаттирпе, Валерий Викторович военрукпа тӗл пулкалать тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл упӑшкипе ҫывӑх вӑхӑтра тӗл пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем упӑшкипе Ванюшӑн ҫак каҫ хӗр вӑрласа кӗрес шухӑшне малтанах пӗлсе тӑнӑ пулас, каҫхи хӑнасене кӗтнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑмӗн вара килӗшмелли ҫеҫ юлчӗ: хӑйӗн арҫыннисене — упӑшкипе икӗ ывӑлне, Толикпе Веньӑна, амӑшӗ, шанчӑклӑ та ӗҫчен Хвекла ҫине шанса хӑварчӗ те Хусанти ветеринари институчӗн студентки пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах вӑрҫӑчченхи телейлӗ пурнӑҫ, савнӑ упӑшкипе Ванюшпа пурӑннӑ малтанхи ҫулсем, унӑн ытарайми сӑнарӗ Ваҫиле пуҫӗнче роман тӑршшӗпех иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Унӑн паттӑрлӑхне, тӗллевне пурнӑҫлассишӗн, юратнӑ упӑшкипе тӗл пулассишӗн темле йывӑрлӑха та, кашни тӑшмана та ҫӗнтерме хатӗр пулнине кӑтартса парать автор.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Хӑйӗн пулас упӑшкипе Ҫирӗклӗре ташӑ каҫӗнче паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Упӑшкипе пурнӑҫӗ майлашӑнса кайӗ-ши вӗсен, калама йывӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӑкӑл-шӑкӑл чиперех калаҫрӗҫ упӑшкипе арӑмӗ малтанхи кун.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ, упӑшкипе ҫӑвар уҫса ҫур сӑмах та калаҫас килмен чухне, паллах, уншӑн кӗнекери туссенчен ырри нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпир упӑшкипе арӑмӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, вӗсем, упӑшкипе иккӗшӗ, Ялакки ҫырми хӗрне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса халь ҫапла, упӑшкипе калаҫса мар, ҫӑлтӑрсемпе калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех