Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкине (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарье вара упӑшкине ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ӑна ҫавӑнтах карт! туртрӗ — упӑшкине пӑвса та лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ кун иртсен, матушка (ӑна Зоя Сергеевна тесе чӗнеҫҫӗ) вулӑс пульницинче выртакан упӑшкине кайса курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пӗрле пурӑнса та упӑшкине хирӗҫ мӗн те пулин ҫӑвар уҫса калаҫма хӑяйман хӗрарӑм халӗ Сахар пӗр сӑмах каланӑ ҫӗре тӑххӑр ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫеҫтук упӑшкине калас пеккине каласа пӗтерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшкине асӑнать теччӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл «упӑшкине» хӑй кӗсле калама пӗлни ҫинчен шарламан та.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫсе-ҫисе иртӗхсе кӑна пурӑнать, упӑшкине кӗсле каласа савӑнтарать теҫҫӗ пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ хайхи Кӗрккешӗн ҫимӗк ҫитрӗ, — терӗ вӑл пушшине упӑшкине, унтан хӗрӗсене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пин хут та вӑрҫнӑ пулӗ Пинеҫ инке упӑшкине айванла калаҫатӑн тесе, ҫук, пӗрре те ӳкӗте кӗртме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питӗ йӗркеллӗ ҫын-ҫке амӑшӗ, темле йывӑр пулсан та вӑл упӑшкине нихҫан та йӗрмӗшсе, йӑмшакланса кӑтартман.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑхри яла ҫитеспе хӑвӑртрах утса унпа танлашрӗ те аллинчи хутаҫне упӑшкине тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл упӑшкине ывӑл ҫуратса парасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӗтсе лартӑр хӑйӗн упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак упӑшкине тутарсем вӗлернӗ те, хӗрарӑм, тӳпере пӗччен вӗҫекен кайӑк пек, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтетӗн-и, эс мӗн чунсӑр пек тӑратӑн? — татах упӑшкине хӑтӑрчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Нина Елюк патне пырса ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхкаларӗ, каллех упӑшкине хӑтӑрма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗр ҫуллахи ӑшӑ каҫ, чылайччен упӑшкине кӗтсе ларнӑскер, Тимук арӑмӗн килӗ енне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Анна малтан, упӑшкине пӑхма сӑлтав шыранӑскер, хальхинче хирӗҫсе те тӑмарӗ, тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Упӑшкине унӑн мӗнле те пулсан пулӑшас килетчӗ, унӑн йывӑр хуйхине мӗнле те пулин сирес килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех