Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшка сăмах пирĕн базăра пур.
упӑшка (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсир аннӗр хӗсӗрленинчен хӑтӑлатӑр, сире сутса яма пултараҫҫӗ, вӑл усал мар, айвантарах кӑна, айван та усал мар упӑшка ҫирӗп кӑмӑллӑ та ӑслӑ хӗрарӑмшӑн кирек мӗнле упӑшкаран та лайӑхрах.

«Вы избавитесь от преследований матери, вам: грозит опасность быть проданной, он не зол, а только недалек, недалекий и незлой муж лучше всякого другого для умной женщины с характером.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

22. Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: 23. Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ.

22. Жены, повинуйтесь своим мужьям, как Господу, 23. потому что муж есть глава жены, как и Христос глава Церкви, и Он же Спаситель тела.

Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ӗнтӗ ӗненмен упӑшка арӑмӗ ӗненни урлӑ тасалать, ӗненмен арӑм та упӑшки ӗненни урлӑ тасалать.

14. Ибо неверующий муж освящается женою верующею, и жена неверующая освящается мужем верующим.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ырӑ арӑм упӑшкине савӑнӑҫ кӳрет, ун пек упӑшка ӗмӗрне татуллӑ пурӑнса ирттерет; 3. ырӑ арӑм — ырӑ шӑпа: вӑл Ҫӳлхуҫаран хӑракансене еткерлӗхе тивет; 4. ун пек арӑмпа пуянни те, чухӑнни те кӑмӑллӑ, пичӗ-куҫӗ те яланах хаваслӑ вӗсен.

2. Жена добродетельная радует своего мужа и лета его исполнит миром; 3. добрая жена - счастливая доля: она дается в удел боящимся Господа; 4. с нею у богатого и бедного - сердце довольное и лице во всякое время веселое.

Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлсе тӑратӑн: упӑшкасем тӗлӗшӗнчен эпӗ ҫылӑха кӗмен, 15. эпӗ ҫак ҫӗрте тыткӑнра пурӑннӑ чухне хам ята та, атте ятне те чысран кӑларман; эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, йӑхне тӑсаканни ывӑл та ҫук унӑн, хӑйпе пӗртӑван пиччӗш-шӑллӗ те ҫук, пӗртӑванӗн ывӑлӗ те ҫук, аттепе пӗртӑванӗн ывӑл пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна качча кайма хама хам упранӑ пулӑттӑм; ӗнтӗ манӑн ҫичӗ упӑшка вилсе выртрӗ.

14. Ты знаешь, Господи, что я чиста от всякого греха с мужем 15. и не обесчестила имени моего, ни имени отца моего в земле плена моего; я единородная у отца моего, и нет у него сына, который мог бы наследовать ему, ни брата близкого, ни сына братнего, которому я могла бы сберечь себя в жену: уже семеро погибли у меня.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫӳлхуҫа сире, упӑшка тупса, ӗмӗрӗре упӑшкӑр килӗ-ҫуртӗнче ирттерме пӳртӗр, тенӗ.

9. да даст вам Господь, чтобы вы нашли пристанище каждая в доме своего мужа!

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Упӑшка?..

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Манӑн упӑшка.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫын умӗнче хӑй хырӑмлине кӑтартма вӑтанми пулчӗ, ҫынран пӑрӑнса ҫӳреме сӑлтавӗ те ҫукчӗ — Ҫимун пек упӑшка хальхи вӑхӑтра кашнинех лекмест те-ха!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиелтен пӑхма йӑваш Иван, ӗлӗкрех арӑмне хирӗҫ чӗнме хӑракан упӑшка, халӗ вут-ҫулӑм витӗр тухса килнӗскер, арӑмӗн чӗрине ҫапла амантса хӑварасса кӗтме пултарнӑ-и-ха Ҫимун?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ман упӑшка вӑрҫӑра ҫухалнӑ, ан ултала!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах та вӑйлӑ хӗрарӑма ӗҫчен арҫын ҫеҫ мар, ҫынпа пӗрле уявсенче савӑнма, калаҫма пултаракан упӑшка та кирлӗ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урӑх упӑшка ҫук ман.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑк упӑшка кулкаларӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшка ҫук тесе, мана никам вырӑнне те хумаҫҫӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ма тесен ун хыҫҫӑнах тӳрӗ-шарасем упӑшка ӑҫтине тӗпчеме тытӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юсав ҫӳренипе упӑшка та питех килӗштеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Курайман упӑшка патне таврӑниччен хутаҫ ҫакса тухма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турӑ ҫырлахтӑр, упӑшка ӑҫтине вӑлтса пӗлесшӗн мар-и?»

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атипе упӑшка пулсан, вӗсем те суха патне паянах тухӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех