Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫи, генерал-майор Евгений Барсуков хӑйӗн докладӗнче иртнӗ ҫул йӗрке пӑсассинчен асӑрханса тӗрлӗ майпа сахал мар ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace
Мероприятине Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫи Евгений Барсуков, Чӑваш Енри федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Республикин прокурорӗ Сергей Легостаев, Раҫҫей ФСБ Чӑваш Енри Управленийӗн пуҫлӑхӗ, генерал-майор Сергей Софронов, Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ытти официаллӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace
Раҫҫейӗн айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн учрежденийӗсенче чӑн-чӑн профессионалсем ӗҫлеҫҫӗ.В учреждениях УФСИН России по Чувашской Республике работают настоящие профессионалы.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/
Хальхи вӑхӑтра министерствӑра 2015 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе, вӗренӳ управленийӗн ертӳҫисемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисем мӗнле аталаннине тишкереҫҫӗ, кашни уйрӑм муниципалитетра шкул вӗрентӗвӗн тытӑмӗн аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ.
Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
«Ҫӑварни пикине хула художникӗсем шухӑшласа тупнӑ. Ӑна тумлантармашкӑн пин метр пусма кирлӗ пулнӑ. Вӑл хула ҫыннисене питӗ кӑмӑла кайнӑ. Унта ачасем хаваспах выляҫҫӗ, ҫамрӑксем каҫсерен пухӑнаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова.
Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсем малашне те служба тивӗҫне парӑнса тӑрассине тата хӑйсен професси тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace
РФ Монополипе кӗрешекен службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Котеев тупӑшу йӗркелессипе чи нумай ҫӑхав пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа, ҫӗр ҫинчи транспортпа, пулӑшу ӗҫӗ тӑвассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав управленийӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх - полици пӗр автомастерской пирки информаци илнӗ.
Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
- Кӑҫал районӗпе 39 620 центнер вӑрлӑх кирлӗ пулать, - терӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн регионри управленийӗн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Лидия Ишмуратова. - Вӑрлӑх ҫителӗклех, палӑртнин 104 проценчӗ чухлӗ янтӑланӑ.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем кӗрхи тулӑ, урпа, тритикале лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Мероприятие ҫавӑн пекех ЧР Наркотӗрӗслев управленийӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ.В мероприятии также участвовали работники управления Наркоконтроля ЧР.
Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№