Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упа сăмах пирĕн базăра пур.
упа (тĕпĕ: упа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упи пичкене шӑршласа пӑхнӑ, ерипен малти урипе тӗккелесе илнӗ, — урине пӑта тӑрӑннӑ, тарӑхнипе упа пичкене хытӑрах тӗртнӗ, урине тата хытӑрах ыраттарнӑ.

Медведь обнюхивал ее, потом тихонько до нее дотрагивался, колол себе лапы, осердясь толкал ее сильнее, и сильнее становилась боль.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем черетлӗн унӑн ҫурӑмне мунчалапа сӑтӑрчӗҫ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне тутлӑ супӑнь кӑпӑкӗпе кӑпӑкларӗҫ, вӗсем ун ҫине темӗн пысӑкӗш консерва банкинчен вӗри шыв ячӗҫ, унтан яка тенкел ҫине выртарса икӗ милӗкпе пӗр харӑс ҫапрӗҫ, — ҫакӑн чухне вӗсем йывӑҫран тунӑ вылямалли «мужикпе упа» текен япала пек курӑнчӗҫ, уйрӑмах ҫарамас Горбунов ҫӑкаран касса тунӑ упа евӗрле курӑнчӗ.

Они по очереди тёрли ему спину рогожной мочалой, они покрывали его тело душистой мыльной пеной, они обливали его горячей водой из громадной консервной банки, они клали его на скользкую лавку и шлёпали его в два веника, очень напоминая при этом кустарную деревянную игрушку «мужик и медведь», причём в особенности напоминал медведя голый Горбунов, весь как бы грубо сработанный долотом из липы.

18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

34. Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, 35. эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ; 36. санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать.

34. И сказал Давид Саулу: раб твой пас овец у отца своего, и когда, бывало, приходил лев или медведь и уносил овцу из стада, 35. то я гнался за ним и нападал на него и отнимал из пасти его; а если он бросался на меня, то я брал его за космы и поражал его и умерщвлял его; 36. и льва и медведя убивал раб твой, и с этим Филистимлянином необрезанным будет то же, что с ними, потому что так поносит воинство Бога живаго.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Арӑслан тес — ҫилхеллӗ мар, упа тес — армак-чармак мӑйракаллӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чи пахисен йышне ҫаксем кӗреҫҫӗ: упа, мулкач, пакша, сӑсар, кашкӑр, юс, ӑтӑр, пӑши.

К числу наиболее ценных относятся: медведь, заяц, белка, куница, волк, горностай, выдра, лось.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Упа ҫырми тарӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Упа ҫырми леш енче ачасем кӑшкӑрнӑ сасӑ илтрӗм, тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Илле (Уринене сӑмсинчен пӳрнипе пусса) Каҫӑр сӑмса, эсӗ чӑнахах упа килнӗ пулӗ терӗн-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӗҫӗпе чикнӗ чухнех палланӑччӗ Ҫӗпритун шӑллӗне, анчах тӗттӗмре васканипе хӑй ӗҫне тӗплӗ тӑваймарӗ — ҫак упа тӑлӑпех чӑрмантарчӗ ӑна шӑллӗне чӗри тӗлӗнчен тӗллесе чикме.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл чӗресси умӗнче упа пек хӑлаҫланса тӑратӑп иккен.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упа пек ӳкерсе хунӑ вӗт-ха!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, эс каланӑ пекех, ҫумӑрӗ упа сурчӑкӗ пек пӑт-пат ӳккелерӗ те, пӗлӗчӗсем ик еннелле саланса кайрӗҫ, — йӑпӑлтатрӗ Кулюкка, председатель патнерех ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрлана чарӑнсан, Сантӑркка чей вӗретнӗ вӑхӑтра, Ҫимун ватӑ хурӑн айне хӳшӗ туса хучӗ — иртенпех анӑҫран хура пӗлӗтсем капланса тухма пуҫларӗҫ, каҫ енне ҫумӑр ҫӑвасса Ҫимунӑн упа лӑсканӑ ҫан-ҫурӑмӗ аванах систерет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упа чӗрнисем ҫамка ҫине хӑварнӑ йӗре пӳрнисемпе тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, сулахай хул калакӗ тӗлӗнчи ҫурхахпа карӑннӑ пысӑк путӑка курсан, сӑмсисене турта-турта тӗлӗнеҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хул калакне упа туртса ҫурчӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑрма вӑл, упа тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑпне илсе, лупас тӑрне, вӑрман шӑрши перекен утӑ купи ҫумне, хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ тесе, упа пек, тӑр-пӗччен пурӑнмӑн-ха…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумай кучченеҫ парса ячӗ ун чухне йыснӑшӗ Сантӑрккасене: упа тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп, атӑ-пушмаклӑх тем чухлӗ сӑран, Ивана сунара ҫӳреме пӑшал парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун умӗнче упа пек вӑйлӑ паттӑр, анчах, пурнӑҫӑн пӑрнӑҫӗпе тӗл пулсан, пӗчӗк ачаран та вӑйсӑртарах арҫын выртать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех