Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лена аппуна уншӑн тав тумалла, Санюк.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗнле савӑннӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Фронтри ҫулсем уншӑн Чехословкинче вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

«Паттӑрлӑхшӑн» медаль уншӑн уйрӑмах чи хаклӑ награда.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Вилместӗн уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Уншӑн ӑна телефон кӗртме ҫеҫ пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Вӑл кримплен тупма пултарать, анчах ӑна уншӑн Джек Лондон кӗнекисен пуххине ҫырӑнса памалла.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Уншӑн хысна укҫа парать-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пушӑ макӑрать уншӑн, пушӑ!

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уншӑн пирӗн пысӑк юнпа, мӗльюншар ҫынсен пурнӑҫӗпе татӑлма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Уншӑн халӗ тинӗс те чӗркуҫҫи тарӑнӑшлӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурпӗрех вӗсенчен те ытларах чӑтма йывӑрри халӗ уншӑн, лачкам йӗпеннӗ ҫи-пуҫпа лараканскершӗн, ҫан-ҫурӑмне кӑна мар, пӗтӗм ӑш-чиккинех витӗрлекен сивӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачан самантрах шалти «ҫунаттисем шартах хуҫӑлчӗҫ», ӑшчикки пушанса юлчӗ, ҫут тӗнче те уншӑн халӗ сӳннӗ вучахри сивӗ кӗле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, ӑна та, кӑна та чӑтать пӑтӑрмахлӑ асар-писерлӗхе лекнӗ каҫхи чӗмсӗр, сивлек вӑрман хӑни — ҫынсене ҫеҫ тупасчӗ, кайран уншӑн пурнӑҫ ҫеҫ мар, вилӗм те канлӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Выҫварла ӗҫнӗ эрехӗ вара уншӑн сӗлтӗ ҫине кислота тӑкнӑ пекех пулчӗ — ун ӑшӗнче, ӑс-тӑна хупласа, минретсе, самантрах кӳренӳллӗ тарӑхупа хаяр ӳпкев талхӑрса, чашлаттарса йӳҫсе хӑпарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, учебник авторӗ пулни уншӑн — ҫӗнӗ опыт.

По сообщению Лидии Филипповой, стать автором учебника для нее — новый опыт.

Лидия Филиппова – вӗренӳ кӗнекин авторӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34445.html

Йӑнӑшпа уҫса вуларӑм ӑна, анчах уншӑн пӗрре те ӳкӗнместӗп.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫак самантра пӗтӗм тӗнче уншӑн ҫуталса ялтӑранӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫук, Ревлен Петрович пӑрахмӗ ӑна нихӑҫан та, уншӑн вӑл Полина вырӑнне пулӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех