Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗнчен (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр каччӑсем магазин умӗнчен татӑлма пӗлмеҫҫӗ, эрех ӗҫсе паттӑрлансан час-часах харкашма-ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ӑна курнӑранпа Тарас канлӗхне ҫухатрӗ: кашни кунах Елюк ҫинчен шухӑшлать, тӗлӗкӗнче те куҫ умӗнчен кайма пӗлмест хӗр, анчах ӑна куллен тӗл пулма ҫук-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫӑмӑл машина сивӗ юр пӗрчисем сирпӗнтерсе хӑйӗн умӗнчен вӑшт! кӑна иртсе кайнӑ чух Испуханов лайӑхах асӑрхаса юлчӗ: кабинӑра — Ульянӑпа Павӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чӗрӗм вӑхӑт хушшинче ҫакӑ пӗтӗмпех Укаслу куҫӗ умӗнчен вӗлтлетсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте тепӗр хут ҫак хӑйсем суйласа илнӗ ҫын умӗнчен пуҫ тайса иртрӗҫ, унтан хуллен шухӑша кайса, юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах куҫӗ хӑй умӗнчен Савантере ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл хваттере кӗнӗ ҫуртпа юнашар картишӗнчен сурпан сырнӑ хӗрарӑм чупса тухрӗ те, ачана йӑтса илсе, Савантер умӗнчен каялла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ сӑнӗ куҫӗ умӗнчен каймарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патша хӗрпе калаҫнӑ чухне вӑл вӗҫӗмсӗр Укаслу ҫине пӑхрӗ, ассӑн-ассӑн сывла-сывла илчӗ, хӑйне вырӑн тупаймарӗ, унтан вара Хусанкка хыҫҫӑнах хуллен алкумне шӑвӑнса тухса пурин куҫӗ умӗнчен те ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантра иккӗшӗ те сӑрт хыҫӗнче курма пынисен куҫӗ умӗнчен ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тасал ман куҫ умӗнчен! —

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрачине ҫавӑтса чупни, нимӗҫ мотоциклӗсем ҫулпа кӗрлеттерсе ҫитни, автоматсем шатӑртатни, аманнӑ Улькка алӑрах вилсе кайни амӑшӗн куҫӗ умӗнчен пӗртте каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӳрт умӗнчен хӑвӑртрах шӑвӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ман куҫ умӗнчен вара Ванякка пачах каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Телевизор умӗнчен хӑпма чӑнах та пӗлместӗн вара! — кӑшкӑратӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Акӑ халь те чӳрече умӗнчен йывӑҫ урипе тӑк-тӑк тутарса иртсе кайрӗ те крыльца ҫине кӗмсӗрт-кӗмсӗрт хӑпарса алӑк патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Татах тем илтӗни-илтӗнми саспа пӑкӑл-пӑкӑл турӗ вӑл, сӗмсӗркке суяпа хӗвере пытарма ҫук чӑнлӑха ҫӑрса, тем ҫӑрӑлчӑкӗ ҫӑрчӗ, вара, уйӑх ҫапнӑ тӑнтан пек йӑпшӑнса, микрофон умӗнчен аяккалла пӑрӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Чылайччен ларчӗ вӑл тӗнсе, шалтан хуҫӑнса-хӗсӗнсе, пӑчӑртанса-пӑркӑчланса, татӑлса-хуҫӑлса, вӗриленсе-тарласа та кайрӗ, анчах татӑлнӑ «ӗҫӗ» ниепле те сыпӑнасшӑн, алла та, ӑса та кӗресшӗн пулмарӗ: ун куҫӗ умӗнчен астаруллӑ, чее, хаяр кулӑш ура хурса ӳкернӗ «ҫӗрӗк пӗрене» — Горлопанов — сӑнарӗ ҫухалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫак тӗнчери пур япаларан ун куҫӗ умӗнчен пӗри ҫеҫ — шурӑ ҫӑмарта — ҫухалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑйламасах мар пулин те, анчах ҫирӗп сывлӑхлӑскер, пилӗк-ҫурӑм питтинчен аптӑраманскер, арлӑх киленӗвӗ шӑнкӑравласан, ялти тӑлӑх маткасемпе те явӑҫкаланӑ, эрех черкки ӑшне путнӑ емпӗлти хӗрарӑмсене те хӑй килӗ умӗнчен «вырӑн хӑни» тумасӑр ирттерсе яман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех