Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ура ҫине тӑрсан, эпир пур алӑка та уҫса хутӑмӑр, вӗсем умӗн утса пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Тухса каяс умӗн салтак ачисем анне умне чӗркуҫленсе тӑчӗҫ, аннене тав туса, ҫӑкӑр-тӑвара чыс туса юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Хӑвӑн тусу ҫинчен пӗр-ик сӑмах калӑн-и? — терӗ пуху пуҫланас умӗн Пахом Петровича ял Совет председателӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑван ялӑм куҫран ҫухалас умӗн ҫеҫ пӗрре ҫаврӑнса пӑхрӑм та хурама айне выртса макӑртӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вилес умӗн карчӑк, пӗрре Думитру ҫине, тепре Тоня ҫине пӑхса, ҫапла каланӑччӗ, юлашки вӑйне пухса, типнӗ тутисене аран-аран хускатса каланӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каяс умӗн, инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ ҫын пек, чӑматан ҫине ларать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тухса каяс умӗн чӑх-чӑх кулса илчӗҫ те пысӑк ҫамкаллӑ арҫын илтмеллех каласа хучӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ умӗн маларах килсе те, ӗҫ хыҫҫӑн ик-виҫ сехетлӗх юла-юла та ӑшталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ман умӗн сӑмах каланӑ хӗр, сирӗн тантӑшӑр, аслӑ стройка пирӗншӗн пурнӑҫ сӑпки пулӗ, кунта эпир ӗҫлеме ҫеҫ мар, пурӑнма та вӗренӗпӗр, терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Митинга уҫас умӗн стройтрестӑн главнӑй инженерӗ Сидоркин СУ начальникӗсене те «трибуна» ҫине чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пухрӗ, тет те, ӗҫе пикенес умӗн пурне те апат ҫитерме шутларӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Планерка умӗн е хыҫҫӑн хама кирлӗ СУ начальникӗпе курса калаҫасшӑн эпӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк мана каллех айӑкран тӗртет те каллех ыйтать (йӑли ҫапла пулас унӑн — сӑмах калас умӗн кӑлт! тӗртес йӑли пур, ахӑртнех):

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Вилтӑпри тавра тытӑр тесе, атте вилес умӗн тахҫан малтан тимӗр карта тутарнӑччӗ — ҫав картана та сутса ячӗ Ҫтаппан, — тарӑхса аса илет Анюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вилес умӗн атте пилӗк ҫул хушши вар чирӗпе асапланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку пулӑм пирки сӑмаха вӗҫлес умӗн ҫакна каласшӑн: темшӗн ял тӑрӑхӗн ун чухнехи тата пушар хуралӗн ертӳҫисем паттӑрла тӗслӗхе «асӑрхамасӑр» хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Чирлес умӗн юлашки 2 ҫулта пӑруланӑ ӗнесене, кӗтӳри пур инфекциллӗ выльӑхсене те тупса палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

«Эсир каяс умӗн ман пата тепӗр хут шаккӑр. Эпӗ, может, пырап синпе».

«Вы еще раз постучитесь ко мне перед тем, как пойдете. Может быть, я соглашусь».

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн Шупашкарта «Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех