Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарса (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн питне, куҫӗсен сӑнне улӑштарса вӑрманти кӑвак мӗлкесем сухалаҫҫӗ.

Лесные голубоватые тени бороздили его лицо, меняя выражение глаз.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хӗр сӑнӗнчи тӗксӗм ҫиллес тӗтрене асӑрхамасӑр — Нок «эпӗ» сӑмаха «вӑл» сӑмахпа улӑштарса каласа пама пикенчӗ.

Нок, не заметив хмурой натянутости в лице девушки, сказал, разумея себя под переменою «я» на «он»:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Халӗ, унӑн шухӑшӗпе, ятне улӑштарса унчченхи пурнӑҫа тавӑрма питех те ансат пулать.

Он думал, что теперь ничего не стоит, переменив имя, вернуть прежнюю жизнь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Крапивин тарават кӳршӗсене тав туса тухрӗ те, хваттерне самантлӑха кӗрсе, тумтирне хӑпӑл-хапӑл улӑштарса тӑхӑнчӗ, вара тӳрех НКВДна васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсӗ ҫав тери ирсӗррӗн, шурра хурапа улӑштарса суйнӑран эпӗ урӑлсах кайрӑм.

 — Ты врешь так гнусно и ненатурально, что я протрезвел.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫакӑ вӗсене ӗҫ паракансене те, ӗҫ шыракансене те 24 тата 7 форматпа кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗн хальхи требованийӗсене тивӗҫтерекен, пӗрлехи брендпа ӗҫлекен кадр центрӗсем евӗр улӑштарса ҫӗнетме май парӗ.

и преобразования их в кадровые центры под единым брендом, отвечающие современным требованиям к качеству предоставления услуг в формате 24 на 7 как работодателям, так и соискателям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

«Лаша сӑмаха падеж тӑрӑх улӑштарса пӑхар: лашан, лашапа, лашара. Мӗншӗн лашен, лашапе, лашаре мар?

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Эпир истори страницисене улӑштарса ҫырма никама та ирӗк памастпӑр тата хамӑрӑн хаклӑ ветерансене – Ҫӗршывӑмӑр чысӗпе мухтавӗшӗн хӑйсене шеллемен чӑн-чӑн патриотсене – тивӗҫ пулма тӑрӑшатпӑр.

Мы никому не позволим переписать страницы истории и будем стремиться быть достойными наших дорогих ветеранов – подлинных патриотов, не жалевших себя ради чести и славы Отечества.

Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767

Врачсем клапанне улӑштарса лартмалла терӗҫ ӑна.

Врачи сказали ей, что необходимо заменить клапан.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Анчах неприятель вучӗ айӗнчех салтак ӑс-тӑнне улӑштарса ҫӗнетме пит те хӗн.

— Но под огнем неприятеля трудно перестраивать психику бойца.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вара хӑйсем хушшинче укҫа пуҫтарнӑ, унпа салтак кӗпи ҫӗлемелли шурӑ бязь, тӑвар, тӗрлӗрен тимӗр таврашӗ — пӑта, шуруп, алӑк тӑпсисем тупса хатӗрленӗ те ултӑ шанчӑклӑ ҫамрӑк арҫына суйласа илсе, вӗсене, мӗнпур япалапа ҫӑнӑх улӑштарса килме, Дона ӑсатса янӑ.

Собрали между собой денег, достали солдатской бязи, соли да разного железного барахла — гвоздей, шурупов, дверных петель — и с этим послали шестерых надежных ребят на Дон — менять на муку…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Фронт военрукӗ» хӑй те, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япаласемпе хресченсенчен ҫӑнӑх, сало улӑштарса илме поездпа ялсене тухса кайнӑ.

Даже «военрук завесы» сам выезжал в поезде менять у крестьян разное барахло на муку и сало.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Аптранӑ дивизи штабӗсем хӑйсен фуражирӗсене тӑварпа, сахӑрпа — ҫӑнӑх тата ҫӗрулми улӑштарса илме — ялсем тӑрӑх ӑсатнӑ.

Штабы дивизий в отчаянии отправляли по деревням фуражиров с солью и сахаром — менять на муку и картошку.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кунта эпир хамӑр тӑшмана парӑннине кӑтартӑпӑр, пӗтӗм тӗнчери революцие ясмӑк яшкипе улӑштарса сутӑпӑр…

Мы распишемся в нашей капитуляции, за чечевичную похлебку продадим мировую революцию…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ӑна эпӗ анне валли ҫӗлӗкпе улӑштарса килтӗм.

— Это я для мамки на шапку выменял.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Матрена инке ялсем тӑрӑх тумтирсене ҫӑкӑрпа улӑштарса ҫӳренӗ хыҫҫӑн нимех те юлман ҫав ӗнтӗ.

Это было все, что осталось после того, как тетя Матрена ушла по селам менять вещи на хлеб.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Германецсен пӑхӑр мӑкӑллӗ тата ӑмӑрткайӑклӑ каскине вунӑ патрон гильзипе улӑштарса илме пулать пулсан, ҫӑлтӑра вара пӗр кӗренке ҫӑкӑрла та памаҫҫӗ.

Если германскую каску с медным орлом можно было выменять на десять патронных гильз, то звезду не отдавали даже за кусок хлеба.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Теплерен пӗрре тӑлӑх арӑм пек хура тутӑр ҫыхнӑ чӗмсӗр хӗрарӑм калинккерен ним сасӑсӑр йӑпшӑнса кӗчӗ те пуҫламан ҫӑкӑр е улӑштарса тӑхӑнма таса кӗпе-йӗм парса хӑварчӗ.

Иногда в калитку бесшумно проскальзывала молчаливая женщина в черном вдовьем платке, привозившая то каравай хлеба, то смену белья.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Надя, улӑштарса тӑхӑнма кӗпе тупса параймӑн-и?

Надя, рубашку дашь переодеть?

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Анчах та ҫӗҫӗ ҫук иккен, ӑна вӑл ӗҫленӗ чух тӑхӑнакан брюки кӗсйинче тытаканччӗ, паян вара урӑххине улӑштарса тӑхӑннӑ.

Но тут он вспомнил, что ножик лежит в кармане его рабочих брюк, а сегодня он надел воскресные.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех