Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарма (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харпӑр пурнӑҫра пӗреверлӗх йӑлӑхтарчӗ тӗк халӗ шӑпах мӗн те пулин улӑштарма вӑхӑт.

Если вам наскучило однообразие в личной жизни, сейчас самое время начать что-то менять.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туйӑмсем пирки каласа пама, юратнине пӗлтерме, пурнӑҫа улӑштарма ан хӑрӑр.

Не бойтесь рассказать о своих чувствах, признаться в любви, изменить свою жизнь.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

2022-2023 ҫулсенче шкулсене тӗпрен юсама 31 шкула палӑртнӑ, тата та тепӗр 22 шкула ҫӗнетсе улӑштарма хушма йышӑну тунӑ, вӗсене валли федераци хыснинчен 1,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Вӗсене улӑштарма та вӑхӑт ӗнтӗ! — юлташӗн хутне кӗчӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кум хӑйӗн сӑмахне улӑштарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын ура ҫине тӑчӗ, шӑлавар кӗсйинчен пӗчӗк тутӑр кӑларса, унпа суранне пускаларӗ, унтан костюмӑн шалти кӗсйинчи блокнотран пӗр таса листине ҫурса илсе темиҫе татӑк турӗ, пӗрне сӑмси шӑйрӑлнӑ вырӑна ҫыпӑҫтарса хучӗ, ыттисене, кайран улӑштарма тесе, кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эппин, Захар Петрович, сирӗн шутӑрпа, суту-илӳ йӗркисене ӗлӗкхинчен улӑштарма кирлӗ те мар.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Медицина объекчӗн фасадне юсама, шалти ӗҫсене пурнӑҫлама, ӑшӑ, водоотведени, электроснабжени системисене, пушар сигнализацине, чӳречесемпе алӑксене улӑштарма пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Эрне варринче сӑн-сӑпата улӑштарма тивӗ, эппин, илем салонне е бутике каймалла.

В середине недели появится желание поменять свой имидж, поэтому стоит посетить салон красоты и модный бутик.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир тахҫанах ӗҫ вырӑнне улӑштарма ӗмӗтленнӗ тӗк халӗ ҫакна тумалла.

Если вы давно хотели поменять свою сферу деятельности, то сейчас самое время.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эп халь сан вырӑнта пулсан ак мӗн тунӑ пулӑттӑм: Мускава ҫитӗттӗм те аслӑ княҫран ман валли ҫырса хатӗрленӗ условисене улӑштарма ыйтӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах ӗнтӗ, ашшӗ патне Нухрат ӑна пӑхассишӗн кӑна мар, пуринчен ытла хӑйӗн тӳррине курассишӗн килет, анчах ку вӑл ун пурнӑҫне улӑштарма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр шӑматкун эпир уроксем хыҫҫӑн шкула ҫак карас пулӑсене янӑ аквариумри шыва улӑштарма юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫавӑнпа эпир пӗр-пӗринпе улӑштарма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Малтан вӑл ӑна улӑштарма шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫав-ҫавах улӑштарма юратмасть вӑл хӑйӗн сӑмахне, иртнӗ правлени ларӑвӗнче вӑл тытнӑ выльӑхсене колхозра хӑвармалла тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Темех улӑштарма ан тӑрӑшӑр, улӑштарма тивсен те хӑвӑра улталасран асӑрханӑр.

Старайтесь не предпринимать ничего кардинального, а если уж придется, то следите, чтобы вас не обманули.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Полицин лиска йыттисем — вахтерсем — хресченсен кашни утӑмне пӗлсе тӑнӑ, вӗсен кулленхи ӗҫне хутшӑнса улӑштарма е чарма пултарнӑ.

Верные псы полиции — вахтеры — следили за каждым шагом крестьянина, вмешивались в его повседневную жизнь, могли как угодно ее изменить и даже остановить.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хушаматна улӑштарма тивет сан, илтетни?

Пожалуй, тебе надобно сменить фамилию.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр-пӗринпе япала улӑштарма та хӑрушӑ иккен: ӑслӑраххин ӑсӗ теприне кайма пултарать имӗш.

Меняться чем-либо друг с другом тоже опасно — разум того, кто поумнее, может перейти к слабоумному и наоборот.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех