Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑмӗ (тĕпĕ: улӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыҫлӑ ҫуна ҫине пӑрҫа улӑмӗ хурса вырнаҫрӗҫ те кив тӑлӑпӗсене пӗркенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кине ларса килме ҫемҫерех пултӑр тата ан чӗтреттӗр тесе, Хӗветӗр тӑрантас ҫине пӑрҫа улӑмӗ мар — тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ пахча ути хунӑ, ҫиелтен кив утиял сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хула ҫыннисемшӗн ҫӑмарта пултӑр: сава турпасӗ сарса тиенӗ-и, е ыраш улӑмӗ — вӗсемшӗн пурӗпӗрех.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эмиль те, сӑмах май каласан, паян нихҫанхинчен лайӑхрах курӑнать, унӑн хӗрлӗ пит ҫӑмартийӗсене, кӑн-кӑвак куҫӗсене арпашӑнса пӗтнӗ тулӑ улӑмӗ тӗслӗ ҫӳҫне пӑхсан ӑна раштав открытки ҫинчи ангелпа танлаштарма пулать.

Да Эмиль, к слову сказать, и вправду выглядел на редкость привлекательно: румяные щёки, ясные голубые глаза и копна спутанных волос цвета спелой пшеницы — ни дать ни взять ангелочек с рождественской открытки.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсем ҫине витессе улӑмах витнӗ, анчах улӑмӗ курӑнсах каймасть, сип-симӗс мӑк, мӑян тата вӗлтӗрен шӑта-шӑта тулнӑ.

Они были покрыты соломой, но соломы не было видно, а зеленый мох, лебеда и крапива пробивались.

I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Урапа ҫине вир улӑмӗ сарчӗҫ, ун ҫине аманнисене вырттарчӗҫ те ялалла хускалса кайрӗҫ.

В телегу настелили просяной соломы, уложили на нее раненых и тронулись в деревню.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вир улӑмӗ ҫиес теместӗн эппин?

Просяной соломы не желаешь?

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫапла вара, нимӗҫсем, васкаса хыпӑнса ӳкнипе, Германие ылтӑн тулӑ вырӑнне пуш кӗлтепе ҫинчӗк улӑмӗ кӑна ӑсатрӗҫ.

Немцы второпях отправляли в Германию вместо пшеницы одну солому.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Улӑмӗ купаланса выртать.

А эта солома лежала горкой.

Ҫӗр айӗнчен ҫӑкӑр ӳсни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Васькӑн тулӑ улӑмӗ пек ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫӗ чарусӑррӑн ӳсет иккен.

Золотистые, как пшеничная солома, волосы на Васькиной голове росли буйно и неудержимо.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чӑн та, чылаях тертленме тивмерӗ пӑрҫа улӑмӗ пӑрахнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килӗр-ха, сапаласа тӑкӑр ак ҫакна, урапасем айне, — тасатнӑ ланкашкана пӑрҫа улӑмӗ пӑрахса, кӗреҫепе тӗккеле-тӗккеле Кӗҫенипе Ельккана хистевлерӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви пӗр ытам пӑрҫа улӑмӗ йӑтӑрласа килчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл сана: выльӑх апачӗ ҫавӑн чухлӗ, утӑ ҫавӑн чухлӗ, ҫуртырри улӑмӗ ҫавӑн чухлӗ, тет кӑна.

Он просто скажет: кормов столько-то, сена столько-то, яровой соломы столько-то.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Унӑн хуралнӑ стенисем кӑвакарса кайнӑ, йӗпеннӗ, чӳрече патӗнче шӑтӑк тимӗр кӑмака, ун ҫывӑхӗнче — уксах ураллӑ сӗтел ларать; кӗтесре выртса тӑма сарнӑ урпа улӑмӗ сапаланса выртать.

Почерневшие стены покрыты плесенью и сыростью, у окна стоит заржавевшая дырявая железная печка, подле нее колченогий столик; в углу валяется охапка ячменной соломы, которая заменяет постель.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Унӑн пуҫӗ ула-чӑлаччӗ: сӑрланӑ ҫӳҫӗ ыраш улӑмӗ пек сарӑ, анчах пуҫ тӳпинче, ҫӳҫесене ик еннелле тураса янӑ ҫӗрте — хура.

Голова у нее была пестрая: соломенные крашеные пряди, а у неровного пробора волосы черные.

1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ял-ялӗнчи колхозсенче, ав, кукурузи те, ҫӗрулми те, концентрачӗ те… пирӗн пур — ыраш улӑмӗ!

Куҫарса пулӑш

Чап // Сергей Мерчен. Ялав, 1957, 5(137)№, 24 стр.

Тулӑ улӑмӗ шӑрши, йӳҫӗ эрӗмпе турамӑш курӑк шӑрши кӗрекен Кубань мажарӗсене йӑвалантарса тиеҫҫӗ.

Скатывали кубанские мажары, пахнущие пшеничной соломой и горькими запахами полыней и богородицыной травки.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Жилинпа Костылина сарая илсе кайнӑ; унта вӗсем валли куккурус улӑмӗ илсе пынӑ тата кӑкшӑмпа шыв лартнӑ, ҫӑкӑр панӑ, черкеска теекен икӗ кивӗ сӑкман леҫнӗ тата салтаксенӗн ҫӗтӗлсе пӗтнӗ аттисене илсе пынӑ.

Отвели Жилина с Костылиным в сарай, принесли им туда соломы кукурузной, воды в кувшине, хлеба, две черкески старые и сапоги истрепанные, солдатские.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫынсем кӗлете кӗрсе кайрӗҫ, анчах вӗсем, тем пек тӑрӑшсан та, Шерккей тыррине пӗр пӗрчӗ те кӑлараймарӗҫ: асӑхнӑ вут, таҫта васканӑ пек, хумлӑн-хумлӑн явса илчӗ те, кӗлет витти улӑмӗ пӗтӗм кашти-урлӑшӗпе пӳлме ҫине йӑтӑнса анчӑ.

Когда ему это удалось, люди ворвались в амбар, но, как старались, так и не сумели вынести даже одного Шерккеева зернышка: взбесившийся огонь уже вовсю гулял по амбару, а вскоре соломенная крыша вместе со стропилами прямо на глазах рухнула на сусеки.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех