Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улшӑннине (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михха улшӑннине Микуля та сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххан кӑмӑлӗ улшӑннине сисрӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли тухса кайма сӗнесшӗнччӗ, юлташӗн кӑмӑлӗ улшӑннине сиссе, килӗшрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула сӑнран улшӑннине сиссен, Анукӑн чӗри чӗпӗтсе ыратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл йӑлтах улшӑннине пуҫламӑш хут курнӑ пек тӗлӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыннӑн кӑмӑлӗ улшӑннине Михха ҫав сӑмантрах асӑрхарӗ те, унӑн хура чунӗ хаваслӑхпа тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кумӑшӗ улшӑннине сисмерӗ Верук.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял хушшине Ҫтаппан ӗни вилни ҫинчен хыпар сарӑлма ӗлкӗреймен пулсан та, хирӗҫ пулакансем вӑл улшӑннине пӗрре пӑхсах асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнран улшӑннине ҫынсем ан сисчӗр тесе, пит-куҫне пӗркенчӗкпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпир ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр, — терӗ вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ улшӑннине палӑртмасӑр, — Сююнбике кремльти пӳлӗмсенче тата вунӑ кун пурӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн вӑл илем — Ҫинукшӑн паллӑ мар: уяв-и е ҫанталӑк улшӑннине кӑтартакан кун?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тулта тем улшӑннине асӑрхать тиек.

Вдруг он замечает на улице перемену,

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Манӑн пулатӑн тетӗп», — терӗ те Ивук хӗр сӑнӗ улшӑннине кура кулнӑ пек турӗ.

— Моя, говорю, будешь, — повторил Ивук, но заметив, как изменилось лицо девушки, криво улыбнулся.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарасасем обществӑра социаллӑ вырӑнӗ улшӑннине туяҫҫӗ.

Весы замечают, как меняется их социальное положение в обществе.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тарасасем обществӑра вӗсен социаллӑ вырӑнӗ улшӑннине туяҫҫӗ.

Весы замечают, как меняется их социальное положение в обществе.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк улшӑннине туятӑр.

В первой половине недели может усилиться метеозависимость.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫанталӑк улшӑннине туятӑр, уйрӑмах – эрнен пӗрремӗш ҫурринче.

Не исключена повышенная чувствительность к переменам погоды, особенно в первой половине недели.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Айван тет хан тарӑхса, вӑхӑт мӗнле улшӑннине нимӗн чухлӗ те сисмест Булат Ширин, пӗр вӑхӑтра Мускава та, Крымпа Турцие те юрама май ҫуккине ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫутӑран хӑратӑп — сӑн улшӑннине ҫынсем сисӗҫ, тетӗп, тӗттӗме пушшех тӳсейместӗп — хама хура чунлӑн туятӑп…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех