Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2