Шырав
Шырав ĕçĕ:
улталасассӑн (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана хӑвна улталасассӑн мӗн пулӗ?
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
11. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн, 13. кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн, 14. упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, 15. упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин ҫураҫман хӗре илӗртсе улталасассӑн, унпа выртса ҫывӑрсассӑн, вӑл ӑна хулӑм патӑр, [ӑна хӑй валли] качча илтӗр; 17. анчах ашшӗ ҫав ҫынна хӗрне пама [кӑмӑл тумасассӑн,] килӗшмесессӗн, [ашшӗне] хӗршӗн паракан хулӑм хакӗ чухлӗ кӗмӗл тӳлетӗр.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1