Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улталаман (тĕпĕ: ултала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана вӑл нихҫан та улталаман.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эсӗ нихҫан та, нихҫан та, сутӑнчӑк пулса, патька-патшана, Укаслӑва улталаман пулӑттӑн…

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр улми пире нихҫан та улталаман, лайӑх пулать вӑл пирӗн патра.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ан хӑрӑр, вӗсене никам та улталаман.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра ҫине ӑшпиллӗн пӑхса: — Тӗрӗс, Мавра аппа… Эсӗ мана нихҫан та улталаман. Тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пар-ха. Пӗлес килет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, Кӗтерук, улталаман

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпир ун чухне сире улталаман, — терӗҫ Тукайпа Акпарс.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Унччен улталаман пуль эс Савтепие?

— Ты часом раньше не обманул ли Савдеби?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эпӗ никама та улталаман, — терӗ Михапар лӑпкӑн.

— Никого я не обманывал, — тихо проговорил Мигабар.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Улталаман та, ҫавах эс манпа, темӗн, ялан шӳт туса ҫеҫ калаҫатӑн…

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа суя суйса курман эп, ҫынна та улталаман.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫук, улталаман, ак ҫынсем пӑхса тӑраҫҫӗ, эпир санпа утта мӗнле ҫиесси пирки калаҫман, — тесе каларӗ тет Ятламас.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ҫук, эсӗ мана улталаман, Амалия, таса кӑвакарчӑнӑм, — пӑшӑлтатрӑм эпӗ кӑмӑлӑм ҫемҫелнӗ, тунсӑхлӑ авӑкра, — анчах аҫупа аннӳ сана алӑк патӗнче сыхласа тӑнӑ та аллунтан ярса тытнӑ.

— «Нет, ты не обманула, Амалия, чистая голубка, — прошептал я в порыве грустного умиления, — но родители подкараулили тебя у дверей и молча схватили за руки.

II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Ҫитменнине, вӑл следствие улталаман, пӗр япала пирки те тунман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакнашкал закон пулсан, хӑшпӗр писательсем суйса ҫырнӑ пек, хӑйсен произведенийӗсене шанса вулакансене улталаман пулӗччӗҫ.

Тогда бы никто не вводил в обман доверчивую публику, как это делают некоторые писатели.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Сире пӑхӑнакан тарҫӑ сире нихҫан та улталаман!

— Ваша покорная служанка никогда вам не врала!

Арӑсланпа чее тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл пире пӗчӗк ӗҫре те улталаман, пысӑк ӗҫре те, тӑшмана хирӗҫ пынӑ хӑрушӑ кӗрешӳре Тӑван ҫӗршывшӑн хӑйӗн пурнӑҫне пама тивӗҫлӗ пулнӑ чухне те, никама та улталаман

Он не обманывал нас в мелочах, не обманул никого и в большом, когда пришлось ему в страшной борьбе с врагом отдать свою жизнь за Родину…

Матроска // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: эсӗ тӗрӗс ҫулпа пынӑ, санӑн туйӑму сана улталаман.

Оно говорило: ты шел верным путем, твое чутье тебя не обмануло.

61 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Тӗрӗсех иккен — улталаман Нинӑна хӑлхи: «Ракета» выртнӑ ҫӗртен паҫӑртарах кӑна тӑнӑ пулмалла а, халь, каяӑҫсӑр, такама тем евитлесе, тек сасӑ парать.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Нихҫан та, Петроград рабочийӗсем нихҫан та улталаман, командир юлташ.

— Никогда. Петроградские рабочие никогда не подводили, товарищ командир.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех