Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улпучӗсем (тĕпĕ: улпут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш улпучӗсем пуплеме мар, Ҫывӑха та ан пыччӑр ман ятӑм патне».

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хусан хули чул хӳме, Улпучӗсем чун ҫиме».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах та Атӑлӑн ҫумӗнчи чӑвашсем Ыйтасшӑн патшаран ҫаранлӑ утравсем: Вырӑс улпучӗсем туртса илнине, Тата мӑнастирсем ҫӑлса пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрман улпучӗсем ӑна Элнет юханшывӗ хӗрринчех пуртӑ пырса кӗмен вӑрман уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтан ҫӗр улпучӗсем хӑйсен хресченӗсене актаркаласа пӑхнӑ пуль ӗнтӗ.

Сначала земляные магнаты-улбуты заставили испробовать новую культуру своих крестьян.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Дворянсемпе ҫӗр улпучӗсем хыҫҫӑн тек хура халӑх каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Улпучӗсем ҫаплах юлчӗҫ, пуянсем те тара илсе тыр акаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Улпучӗсем урхамах, ай, кӳлнӗ чух Ямшӑкӗсем пӑхса (та), ай, тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Улпучӗсем влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илесшӗн пулнӑ, халӑхӗ ирӗкшӗн тӑнӑ, королӗ вӗҫӗмсӗр пысӑк влаҫшӑн кӗрешнӗ.

Дворянство стремилось забрать власть в свои руки, народ отстаивал свою свободу, а король боролся за абсолютное господство.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, ман час-часах вӗсенчен корольпе улпучӗсем манран тӑрӑхласа кулнӑ пекех пит кулас киле-киле каятчӗ.

Сказать правду, у меня нередко рождалось такое же сильное искушение посмеяться над ними, какое испытывал король и его вельможи, глядя на меня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ытти улпучӗсем те хӑйсем ҫивӗччипе пӗр-пӗринчен нумаях уйрӑм мар.

Остальные сановники по своей ловкости мало отличаются друг от друга.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ун таврашӗнче пурӑнакан улпут майрисемпе улпучӗсем пит чаплӑ тумланнӑччӗ.

Дамы и придворные были великолепно одеты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пире хирӗҫ император хӑйне ҫывӑх ҫыннисемпе тухнӑ, анчах аслӑ улпучӗсем, ӑна хирӗҫ карах тӑрса, его величествӑна ман ҫине хӑпарса хӑйне хӑрушлӑх тума паман.

Император со всем своим двором выступил нам навстречу, но высшие сановники решительно воспротивились тому, чтобы его величество подвергал свою особу опасности, поднявшись на меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тускубӑн — ҫар, ун енче — ял ҫӗр улпучӗсем, хавра плантаторӗсем, тата — ҫав тери аркатуллӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑн, вӑтӑр ҫул каялла, хула ҫурчӗсен харпӑрлӑхҫи пулса тӑнисем.

У Тускуба — армия, на его стороне — владельцы сельских поместий, плантаторы хавры, и все те, кто тридцать лет тому назад, после опустошительной войны, стали собственниками городских домов.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кусем пурте Одер таврашӗнчи ҫӗр улпучӗсем пулнӑ.

Девушки догадались, что это были силезские помещики из Одерской долины.

Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.

Ҫак черккенех эпӗ сӗр улпучӗсем хӑйсен ҫӗрӗсене ӳлӗмрен лайӑх сыхласа тӑма пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗҫме-ҫиме пуян та шанчӑклӑ ҫынсем пулччӑр тесе, ялти пурнӑҫран ютшӑнса ан тӑччӑр тесе, ӗҫетӗп.

А также пью я за то, чтобы вперед господа помещики знали, как надо владеть и править своей землей, не чурались бы деревенской жизни, водили хлеб-соль с богатыми и преданными людьми.

XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Хусан улпучӗсем чӑвашран мӑшкӑлласа кулнине, йӗкӗлтесе калаҫнине чӑтма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Ҫавӑнпа та ҫара пуринчен ытла ҫӗр улпучӗсем хайсене мӗншӗн те пулин килӗшмен крепостной хресченсене янӑ.

Поэтому в рядовые попадали большей частью крепостные крестьяне, которыми помещики почему-либо были недовольны.

Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.

Иванов хӑйӗн юратнӑ ҫыннисемпе кирек хӑҫан та ырӑ кӑмӑллӑ, пачах тӑлӑх ача иккен, вӑл пуян хурӑнташӗсем патӗнче — ҫӗр улпучӗсем патӗнче пурӑнать, анчах ӑна темле пурте маннӑ темелле, вӑл пӗтӗм хваттертен аякра, шӑпах кухня ҫывӑхӗнчи пӗчӗк ҫеҫ пӳлӗме вырнаҫнӑ.

Добрый, кроткий с теми, кого он любил, Иванов был круглый сирота, жил у богатых родственников, помещиков, но как-то заброшенно, в стороне от всей квартиры, в маленькой, возле самой кухни, комнатке.

Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Баранкевичсӗр, Иероним аттесӗр, Зайончковскисӗр пуҫне, кунта тата темиҫе ҫӗр улпучӗсем пур, — вӗсем Шепетовкӑран, Кивӗ Константинӑвӑран тата Антонирен тарса килнӗскерсем.

Кроме Баранкевича, отца Иеронима, Зайончковского, здесь было несколько помещиков, бежавших из Шепетовки, Старо-Константинова и Антонин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех