Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ула сăмах пирĕн базăра пур.
ула (тĕпĕ: ула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ула лашана Ҫитеймерӗҫ нихӑш те, Суха тунӑ лашана Сума сурӗҫ пуххипе: Пурҫӑн вӗҫлӗ алшӑли, Икӗ сурпан ик енчен — Парне ҫакрӗҫ пӳ тулли Ула лаша ҫилхинчен.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина пӗтӗм шкул шайӗнче ирттернӗ наука конференцийӗнче Сатурн таврари ункӑсем ҫинчен тунӑ, ку тӗлӗшпе тӗн вӗрентӗвӗн «суя» догмачӗсене «тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан» доклада Ула Тимӗр ӗмӗрлӗхех ас туса юлчӗ (каярахпа, ӗнтӗ Ула Тимӗрпе ҫемье ҫавӑрсан, Полина ҫакӑн ҫинчен те пӗлтерчӗ: вӑл ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарнипе Ҫӗр спутникӗн Уйӑх фазисем епле ылмашӑнса тӑнине те уйрӑм тетраде ҫырса пынӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурӑна-киле Ула Тимӗрпе Полина хушшинчи ӑс-тӑн уйрӑмлӑхӗ хӑйне пуҫламӑш классенчи пекех уҫҫӑнах палӑрта пуҫларӗ: пӗлӳ, ӑслӑлӑх «гранитне» «катӑртаттарнӑ» ҫӗрте Полина «шӑлӗсем ҫирӗпрех те ҫивӗчрех пулчӗҫ», пӗтӗмӗшле лайӑх вӗренекен Ула Тимӗр вара, ытларах хӑйех ӑсра чӗртсе, сӑнарласа ӳкернӗ тӗнчинче ҫеҫ ҫунатланаканскер, пурнӑҫри хатӗр пӗлӳсене ӑс-тӑна «алласа», сортласа ҫеҫ шаршанларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хыҫҫӑнах Полина Ула Тимӗре кӑкӑрӗнчен аллипе ҫемҫен тӗк тӗкӗнсе илчӗ те, ихӗлтеткелесе, ӗнтӗ куҫне те Ула Тимӗр ҫине хапӑл чӗнӳллӗн, чӗлтӗр ывӑтса илсе, урине ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек туй кӗрлекен килхушши еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку юман хуппин шӑтӑк-ҫурӑкне те сӗлӗ хывӑхне ула такка чиксе тултарнӑ тесе шутлама — ула такка сӗлӗ ҫимест.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Вӑл ҫӗрле кашкӑр уланинчен хӑраман, тискер ула кушак йывӑҫ тӑрринчен куҫӗсене ялкӑштарса пӑхнине курсан та хӑраса тарман.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ула курак та ула пулсан та хамӑнах тесе калать теҫҫӗ.

Говорят, что ворона тоже говорит, что хоть и серая, но все же свое, родное.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Эпӗ каллех макӑрас терӗм, анчах пичче: — Эсӗ ан ула! Ан ула! Шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарма юрамасть. Авӑ, пӑх-ха, мӗнле сулӑ юхать, — терӗ.

Я опять хотел плакать, а дядя говорит: — Ты не реви! Не реви! А звонить в звонок не надо. Вон, погляди, какой плот плывёт.

Сулӑ мӗнле пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Выртатӑн-выртатӑн та, йӑпанмашкӑн мӗн те пулин шутласа кӑларатӑн: ӗлӗк пӗрре ула курак пурӑннӑ, тет, уй патӗнчен вӑрман патне, пӗр ана йӑранӗ патӗнчен тепӗр йӑран патне вӗҫсе ҫӳренӗ, тет, хӑй вӑхӑтне пурӑнса ҫитнӗ те, турӑ ӑна пӗтернӗ, тет: вилсе выртнӑ та ула курак типсе кайнӑ!

Лежишь-лежишь да и придумаешь чего-нибудь для забавы: во время оно жила-была ворона, летала с поля до горы, от межи до межи, дожила до своей поры, господь ее накажи: издохла ворона и засохла!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Манӑн тӳсме ҫук кулас килет: усал та кахал Виктор ула такка майлӑ туйӑнать, ҫавнашкалах ула та пысӑк сӑмсаллӑскер, ҫавнашкалах кутӑн та тӑнсӑрскер вӑл.

Мне нестерпимо смешно: грубый и ленивый Виктор похож на дятла — такой же пёстрый, большеносый, такой же упрямый и тупой.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав хӑрушӑ сӑмаха чи малтан ҫывӑхри ула кураксем илтрӗҫ, унтан вӗсем те ҫаплах кӑшкӑрчӗҫ, кусем хыҫҫӑн инҫерех лараканнисем кӑшкӑрчӗҫ те, пӗр самантра ула кураксен кӗтӗвӗ «Шуйттан!» тесе кӑшкӑрса пӗлӗт пек вӗҫсе килсе, ҫӳлӗ чӑрӑша пӗтӗмӗшпех сырса илчӗ.

Страшное слово прежде всего услыхали ближайшие вороны и, услыхав, повторили, и более отдалённые, услыхав, тоже повторили, и так в один миг несметная стая, целая туча ворон с криком «Чёрт!» прилетела и обленила высокую ёлку с верхнего сучка и до нижнего.

Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.

Акӑ ӗнтӗ ула курак мӗскӗн йӗкехӳрене хыпса илмех хатӗрленсе тӑнӑччӗ, анчах вӑл ула курака парӑнасшӑн пулмарӗ.

И вот совсем было уже удалось вороне схватить свою жертву, но крыса не желала стать жертвой вороны.

Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.

Ун пуҫӗ вӗҫӗнчех — кӑвак чул ҫинче — ула курак ларать; ула куракӑн сылтӑм ҫунатӗнче пӗр тӗкӗ ҫӗкленсе тӑрать.

У самой головы — на сером камне — стояла ворона; на правом крыле ее торчало перо.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав уланӑ сасӑ ҫуралнӑ та, хытӑ ыратнине, тавӑрас килнине, хӑраса ӳкнине, хирӗҫ тӑнине, нимне пӗлмесӗр хуйхӑллӑ пулнине, пулӑшма чӗннине пӗлтерекен сасӑсем пулса, сывлӑшра вӑйлӑн чӗтренсе пыракан татти-сыпписӗр ула пӗлӗт пек юхса кайнӑ.

Он родился и потёк по воздуху непрерывной, напряжённо дрожащей пёстрой тучей криков острой боли, ужаса, протеста, тоскливого недоумения и призывов на помощь.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

35. Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака такисемпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — тата мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ; 36. Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑварнӑ.

35. И отделил в тот день козлов пестрых и с пятнами, и всех коз с крапинами и с пятнами, всех, на которых было несколько белого, и всех черных овец, и отдал на руки сыновьям своим; 36. и назначил расстояние между собою и между Иаковом на три дня пути.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унта вӗҫсе ҫитнӗ чакаксем, ула кӗрӗклӗ сӳпӗлтисем: «Чак! чак! чак-чакр!..» тукаласа лараҫҫӗ пӳрт ҫумӗнчи юман ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Асатте, — ыйтать Кулинейкка, — ҫавсем, мӑййейе у-у тӑваканнисем, ула куйаксем май-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ну, юрӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ула куракра мар кунта…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Чӗлхӳ пулмасанах, мӑрьерен вӗҫсе кӗрсе, ула курак йӑтса тухса каять те-ха сана…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех