Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫисен (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гент вӗсене хыпалансах тӗпчеме пуҫларӗ, анчах тишкерни тӑрӑх пысӑкран та пысӑк ҫак мул куписем хӑш нацин пулнине пӗлме йывӑр: араб, перс, испан, португал, турккӑ тата инди укҫисен хушшинче французсемпе акӑлчансен ылтӑн укҫи те нумай; темле шырасан та IV Генрих сӑнӗллӗ ылтӑн кронӑран аслӑрах укҫа тупаймарӗ Гент, ҫавӑнпа та мула вун улттӑмӗш ӗмӗрте пытарнӑ тесе пӗтӗмлетрӗ.

Гент поспешил осмотреть монеты, но по ним трудно было установить национальное происхождение этого грандиозного клада: среди арабских, персидских, испанских, португальских, турецких и индийских монет попадалось довольное количество золота французского и английского; как ни искал Гент, он не нашел монеты старее золотой кроны с изображением Генриха IV, почему и отнес клад к шестнадцатому столетию.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл кивҫен ыйтма пыракансене ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла хӑрушӑ условисем сӗннӗ пулать, кайран ҫав телейсӗр ҫынсем ун ҫинчен нихҫан та никама та каласа пама пултарайман; унӑн укҫисен хӑйсем енне туртакан темле хӑват пулнӑ теҫҫӗ, вӗсем хайсене хӑйсемех хӗрсе кайнӑ, вӗсем ҫинче темле паллӑсем пулнӑ… пӗр сӑмахпа каласан, ун ҫинчен нумай хыпар ҫӳренӗ.

Говорили, что он предлагал такие условия, от которых дыбом поднимались волоса и которых никогда потом не посмел несчастный передавать другому; что деньги его имеют притягающее свойство, раскаляются сами собою и носят какие-то странные знаки… словом, много было всяких нелепых толков.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех