Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсмелле (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем тӳсмелле мар йывӑр ӗҫпе суха хӑми пек авӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле тӳсмелле, э? — шӑртланма пуҫларӗ старшина.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑмми-шакки тӳсмелле мар ыратнине, ӑшчикӗ вут ҫинчи пек ҫуннине туйса: «Ытлашширех сыпнӑ пулмалла, халех мухмӑра уҫас пулать», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, халӗ ҫеҫ тӳсмелле мар ыратнӑ пек выртнине манса, ясарланнӑ куҫӗсемпе Якур ҫине тӗллесе йӑл кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур ним тума пӗлмесӗр тӑни Лукарьене килӗшрӗ: «Апла тесен, эпӗ унӑн чӗрине тивертрӗм пулмалла… Мӗнрен начар арҫын вӑл… Тата каччӑ…» — ӑмсанса шухӑшларӗ те, пит-куҫне тӳсмелле мар ыратнӑ чухнехи пек туса: — Ах, Якур… Эпӗ ҫав тери йывӑр чирлерӗм… Пӗтӗмпех ыратать манӑн… — терӗ йынӑшнӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисен мӗншӗн инкек тӳсмелле, пуҫа йӑлмака чикмелле?

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррелӗхе санӑн та тӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн ӗнтӗ пурне те тӳсмелле, алӑри ҫӗре мӑнастирсене памалла.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене ҫак самантра хырӑм выҫҫи те, хӑйсем ывӑннипе ывӑнманни те, ҫак этем тӳсмелле мар хӗрӳ ҫапӑҫӑвӑн вӗҫӗ пулассипе пулмасси те кӑсӑклантармарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр тесен, вӗсем питех турткалашса та тӑмарӗҫ, тӗкӗрҫӗ пулса вырӑссемпе пӗрле Хусан патне кайса килессине ку вӑй питти ҫынсем пӗрре те этем тӳсмелле мар йывӑр ӗҫ тесе шутламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та тӳсмелле пулнӑ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче, эс, старик, йӳтенӗ тесе пӗтӗм вӑйпа тӗксе ячӗ ӑна, этем тӳсмелле мар усал сӑмах каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел тӳсмелле мар хӗртет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Камӑн та пулин тӳсмелле ӗнтӗ ӑна.

— Кому-то надо перетерпеть ради народа.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах хӑҫанччен тӳсмелле ҫав тӳрккес хӗр ҫапла шӑмарса пӑхнине?

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑҫанччен тӳсмелле пирӗн ҫак япалана! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрчӗ Виктор Тихомирнов, трибуна ҫине ӳпӗнсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упӑшкине термене илсе кайсан, Укҫинен чӗрине тем пулчӗ: ни сывлама, ни вырӑнтан сикме — тӳсмелле мар ыратать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юрататӑн тӑк — тӳсмелле, лӑпланмалла; уншӑн тӳсмелле.

Если любишь, это надо стерпеть, смириться; стерпеть ради нее.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӳсмелле мар киревсӗрлӗх!

Совершенное безобразие!

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Аппӑшӗн сивлек кӳленине хирӗҫ Джессин яппун пурҫӑн халачӗ — вӗсен тӗрлӗлӗхне тӳсмелле мар сӑнарлав, ҫавӑн пекех вӗсен ӳсӗмне кӗретӗн кӑтартни: Моргианӑн — вӑтӑр пилӗк, Джессин ҫирӗм ҫулне.

Против мрачной фигуры сестры шелковый японский халат Джесси был нестерпимым напоминанием о разнице между ними, а также — об их возрастах: тридцати пяти — Моргианы и двадцати — Джесси.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех