Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳремлӗхсем (тĕпĕ: тӳремлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карта ҫине пӑхсан, ҫакӑ курӑнса тӑрать: ССР Союзӗ вӑл — тӳрем ҫӗршыв; унта айлӑм тӳремлӗхсем, ҫӳллӗ тӳремлӗхсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

По карте видно, что СССР — равнинная страна, страна низменных и возвышенных равнин.

Ҫӗр ҫийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вал ССР Союзӗнче айлӑм тӳремлӗхсем нумаййине пӗлтерет.

Это означает, что в СССР много низменных равнин.

ССР Союзӗн ҫӗр пичӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совет Союзӗн тем тери аслӑ ҫӗршывӗнче пӑхса вӗҫне-хӗррине курма ҫук айлӑм тӳремлӗхсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

Необозримые низменные равнины раскинулись на громадном пространстве по Советскому Союзу.

ССР Союзӗн ҫӗр ҫийӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Симӗс тӗслӗ кӑтартнӑ тӳремлӗхсем тинӗс шайӗнчен 200 метртан ытла ҫӳллӗ пулмаҫҫӗ; ҫавӑн пек тӳремлӗхсене айлӑмлӑхсем теҫҫӗ.

Равнины, окрашенные на карте зеленым цветом, поднимаются над уровнем моря не выше 200 метров; такие равнины называются низменностями.

Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах ҫав тӳремлӗхсем тинӗс шайӗпе танлаштарсан, тӗрлӗ ҫӳллӗшре выртаҫҫӗ.

Но эти равнины лежат на разной высоте над уровнем моря.

Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем — тӳремлӗхсем.

Это — равнины.

Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ялан тенӗ пекех тӳремлӗхсем ҫинче тӗлӗ-тӗлӗпе ҫӳллех мар вырӑнсем — сӑртсем тӗл пулаҫҫӗ.

Обычно на равнинах бывают небольшие повышения — холмы.

Ҫӗр ҫийӗн тӗрлӗ формисем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑшпӗр тӳремлӗхсем пит тикӗссӗн курӑнаҫҫӗ.

Некоторые равнины кажутся совершенно плоскими.

Ҫӗр ҫийӗн тӗрлӗ формисем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пуринчен ытла тӳремлӗхсем тӗл пулаҫҫӗ.

Чаще всего встречаются равнины.

Ҫӗр ҫийӗн тӗрлӗ формисем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унта та тӑсӑлса выртакан сӑртсем, кратерсемпе цирксем, тӳремлӗхсем нумай иккен.

такие же горные цепи, множество кратеров и цирков, огромные равнины.

Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Цирксем кратерсенчен те пысӑкрах: вӗсем ҫаврашкаллӑ ҫӳлӗ валпа ҫавӑрса илнӗ тӳремлӗхсем.

А цирки еще больше кратеров; по виду это круглые равнины, окруженные высоким валом, имеющим форму кольца.

Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Галилей Уйӑх ҫинче тусемпе тӳремлӗхсем пуррине асӑрханӑ.

Галилей рассмотрел на Луне горы и равнины.

Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫавӑн пекех ту хырҫисем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ пысӑках мар тӳремлӗхсем ҫӗршывӑн ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ.

Также небольшие равнины, зажатые между горными хребтами, расположены на севере и западе страны.

Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97

Эфиопи лаптӑкӗнче тӳремлӗхсем те чылай пай йышӑнаҫҫӗ.

Равнины также занимают значительную часть территории Эфиопии.

Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97

Сӑрт хӗрринчи тӳремлӗхсем хыҫа юлчӗҫ.

Долины остались позади.

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Нумай-нумай пиншер ҫулсем ҫавӑн пек ӗҫленӗ хыҫҫӑн чи малтанхи пӗр евӗрлӗ, илемсӗр хуҫланчӑксем, тикӗс тӳремлӗхсем вырӑнне илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ туллӑ ҫӗршыв пулса тӑрать, кунта шӗвӗр тӑрӑллӑ хитре чул сӑртсем, чӑнкӑ чул тусем, чӑнкӑ тайлӑмсем, сарлака тата ансӑр айлӑмсем, ту хушӑкӗсем, шывӗсем, хӑватлӑ юханшывсем тата пӑрлӑхсем пулса каяҫҫӗ.

И вот, после многих и многих тысяч лет такой работы однообразные, некрасивые первоначальные складки, ровные плоскогория сбросов превращаются в красивую и разнообразную горную страну, с цепями зубчатых вершин, живописными скалами, отвесными утёсами, крутыми склонами, широкими и узкими долинами, ущельями, водопадами, бурными речками и ледниками.

2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Сарацинӑн лаши хӑйӗн хуҫине вӑрман витӗр, тӳремлӗхсем урлӑ ыткӑнтарса илсе каять; хӑранипе суккӑрланнӑ пек пулнӑ лашине хуҫи тыткалама пултараймасть ӗнтӗ.

Конь сарацина мчится через леса и равнины; ослеплённый страхом, он уносит своего господина, который уже не в силах управлять им.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Йӗри-тавра Дунай шывӗ хӗрринчи тырӑ-пулӑ лайӑх пулакан тӳремлӗхсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

Вокруг расстилаются плодородные придунайские равнины.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Куҫ умне Венгри ҫӗршывӗнче яланах тӗл пулакан хумлӑ-хумлӑ ҫеҫенхир ландшафчӗ тухса тӑрать: тарӑн мар путӑксем, сӑртсем, тӳремлӗхсем — унтан каллех сӑртсен хӑйӑвӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.

Перед глазами расстилался типичный для Венгрии волнистый степной ландшафт: овраги, холмы, равнины и снова лента холмов.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Именирен иртсен катрашкаллӑ сӑрӑ тӳремлӗхсем тухса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинче вырӑнӗ-вырӑнӗпе хурҫӑ кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ тата халлӗхе тӑшман йышӑнса тӑракан ҫул хӗрринче ӳсме лартнӑ ӳсентӑрансем ешереҫҫӗ.

За поместьем открывались серые волнистые равнины, светились кое-где на них стальные озера и зеленели шеренги посадок вдоль дорог, еще занятых врагом.

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех