Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпери сăмах пирĕн базăра пур.
тӳпери (тĕпĕ: тӳпери) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗншӗн эсир хальлӗхе тӗтреллӗ тӳпери вӗҫен кайӑк ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗ этем ҫурални — Ваҫиле шухӑшӗ тӑрӑх, халиччен нимӗнпе те танлаштарма ҫук, тӳпери пулӑм — яланхи пурнӑҫри чи хаклӑ мул.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳпери ҫуткӑҫ виҫҫӗллӗ вӑйпа ҫулҫӳревҫе пулӑшма — сивве шӑтарма хӑтланать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫак ытарма ҫук кӗтесе Атӑл леш енчен тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ ҫар килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Тӳпери ҫӑлтӑрсем халь-халь талса анаслӑн ялтӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑвак тӳпери шурӑ пӗлӗтсенче тем тӗрлӗ чӗрчунсем куратчӗ, калаҫатчӗ те…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эсӗ тӳпери сасса тӑнланӑ май сан пит-куҫу кулӑпа ҫутални тусусемшӗн тӗлӗнмелли сӑлтав пулӗ.

И твои друзья станут удивляться, что ты смеешься, глядя на небо.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Енчен те эсӗ тӳпери пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ҫинче ҫитӗнекен чечеке юрататӑн пулсан, лӑпкӑ каҫ ҫӑлтӑрсен картине сӑнаса киленесси саншӑн пысӑк телей.

Если любишь цветок, что растет где-то на далекой звезде, хорошо ночью глядеть в небо.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӳпери шурӑ пӗлӗтсене.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса вара ҫӳл тӳпери ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑрсене сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сенкер тӳпери хӗвеле хура пӗлӗт татки килсе хуплать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫуркунне пулин те, ҫӳл тӳпери сар хӗвелӗ таврана ҫуллахинчен кая мар ӑшӑ сапаларӗ, уява пуҫтарӑннисен пит-куҫне савӑнӑҫпа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Ача ҫавӑн пекех паллӑ космонавт пекех тӳпери ҫӑлтӑрсене сӑнама кӑмӑлланине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

Тӳпери кӑтра пӗлӗтсем хӗвел ҫутинче сӑвӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тӳпери пӗлӗт таткисем пӗр-пӗринпе пӗрлеше-пӗрлеше пысӑкланса-тачкаланса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Эпӗ — тӳпери ӑмӑрт кайӑк, эсӗ — ҫӗр ҫинчи ӑман», — Мамарланов умӗнче ҫакӑн пек мухтаннӑччӗ пӗррехинче Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав юрра аса илнӗ май эпӗ, клуб умӗнче тӑраканскер, тӳпери Хуркайӑк ҫулне салтак ҫулӗпе танлаштартӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ҫӑлтӑрсен пуххи пулни ҫинчен хальхи вӑхӑтри кашни чӑвашах пӗлет, анчах пирӗн авалхи асаттесемпе асаннесемшӗн ҫӗрлехи тӳпери ҫав илӗртӳллӗ ҫутӑсем хур кайӑк мамӑкӗсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӗксӗмлене пуҫланӑ тӳпери ҫамрӑк уйӑхран вӑтаннӑ тейӗн, укӑлчари йӑмрасем айне тӑххӑр иртсен кӑна ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех