Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳмерен (тĕпĕ: тӳме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунӑ ҫӑмарта уншӑн лайӑх тӳмерен кӑмӑллӑрах.

Десяток яиц ему приятнее хорошей пуговицы.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫав ҫипӗн тепӗр вӗҫне кӑкӑр умӗнчи тӳмерен ҫыхса янӑ.

Другим концом шнур прикреплен был к пуговице чесучового пиджака на груди.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Йӗмне унне хулӗ урлӑ кӗпе ҫийӗнех пиҫиххи пек ансӑр кӑна пусма-таварпа ҫакса янӑ, унӑн вӗҫне пысӑк перламутр тӳмерен ҫаклатнӑ.

Штаны у него держатся на помочах — перекинутой через плечо поверх рубашки узкой матерчатой ленте, застегнутой на огромную перламутровую пуговицу.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тӗлӗрсе тӗтреленнӗ куҫсемпе эпӗ унӑн пичӗ ҫине тинкерсе пӑхатӑп, сасартӑк вӑл пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленет — унӑн пичӗ пӗчӗк: тӳмерен те пысӑк мар ӗнтӗ; анчах вӑл мана ҫав-ҫавах уҫӑмлӑн курӑнать: вӑл ман ҫине пӑхса илнине те, йӑл кулнине те куратӑп.

Отуманенными дремотой глазами я пристально смотрю на ее лицо, и вдруг она сделалась вся маленькая, маленькая — лицо ее не больше пуговки; но оно мне все так же ясно видно: вижу, как она взглянула на меня и как улыбнулась.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах вӗсемшӗн пуриншӗн те виҫӗ хулӑн тӳмерен ытла памаҫҫӗ.

Но за все это нельзя было получить больше трех пятков.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех