Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлесе (тĕпĕ: тӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывӑ пулсан, парӑма та тӳлесе татӑпӑр, лаша та илӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑл ӗҫрен таврансан, тӳлесе те татӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Налогне тӳлесе тат та, ытти йӑлтах санӑн пулать.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти хырҫӑ-марҫӑна Сахар та халӑхпа танах тӳлесе татнӑччӗ-ха, тырӑпа пыл ҫеҫ юлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем вара, таварӗшӗн мар, укҫине тӳлесе татма кӑна тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хырҫӑ-куланайсене патша хушнӑ пек, вырӑс тӳре-шари хушнӑ пек тӳлесе тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ну, Мамич-Бердей, аҫушӑн та, хӑвӑншӑн та тӳлесе тат мана теттӗм.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сулӑм патакӗ — тӑмха — пирки ӑнлантарчӗҫ унта, хырҫӑ-куланая тӳлесе татмасан ят ҫӗрне тӳртса илессипе хӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак ӑнланмасӑр юлатӑн та ытларах тӳлесе яратӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лашашӑн хӑҫан тӳлесе татма шутлатӑн-ха, Аттеней? — хӑйне аран-аран тытса чарса лӑпкӑн ыйтрӗ «хуҫа».

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисемпе тан ясак тӳлесе пӑх-ха, вара кӑшт ӑс кӗре.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата тепри ясак тӳлесе ывӑннӑ та чӑтаймасӑр алла хӗҫ-пӑшал тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ясак тӳлесе пурӑнакан ахаль ҫынсем ҫеҫ мар, ҫӗрпӳсем те пур иккен вӗсем хушшинче — Иливанпа Аттеней «ҫӗрпӳ» сӑмаха темиҫе хутчен те илтсе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн ҫынсем ку таранчченех ясак тӳлесе пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӳлесе илме вӑй ҫитес ҫок пэрн, ҫӗнӗрен паччӑр темиҫе ҫор пилӗк…

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куланая тӳлесе пыратӑр-и эсир?

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ куланайне епле тӳлесе татмалла?

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, ӗнтӗ киле кайӑр, — терӗ пуп, ӗҫшӗн пире ҫакӑн пек тӳлесе.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Куланай тӳлесе татнӑ хыҫҫӑн халӑхӑн укҫа ҫукрах тесе ҫеҫ каларӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хырҫӑ-марҫӑсене вӑхӑтра тӳлесе татаймарӑн — патак сана, тӳре-шара пирки тарӑхса калаҫрӑн — патак.

Не уплатил вовремя налог-куланай — получи палок; высказал недовольство чиновнику — тоже палка.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех