Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Юридически сӑпат е физически сӑпат Чӑваш Республикин патшалӑх органӗ, Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ умӗнчи тивӗҫӗсене пурнӑҫламан е кирлӗ пек пурнӑҫламан чухне саккунпа е договорпа килӗшӳллӗн тӳлемелли штрафсен, неустойкӑсен, пенисен суммисене 100 процент нормативпа Чӑваш Республикин республика бюджетне (унтан укҫа-тенкӗ илекенсем ҫав орган, учреждени шутланаҫҫӗ) куҫарса памалла.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«Предприниматель ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама газпа ӗҫлекен автобуссемпе тата груз турттаракан автомобильсемпе усӑ куракан организацисемшӗн тата уйрӑм предпринимательсемшӗн транспорт хатӗрӗн двигатель хӑвачӗн кашни лаша вӑйӗшӗн тӳлемелли налук ставкине 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 50 процент чухлӗ чакараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 88 от 20.12.2019
Ретро-троллейбусра 1960 ҫулсенчи пекех: билетшӑн тӳлемелли касса, компостер пур.
Ретро-троллейбус каллех ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32179.html
Шӗнерпуҫӗнче пысӑк пуху пулса иртнӗччӗ, приговор та йышӑннӑччӗ ун чухне: патшана сирпӗтмелле, улпутсен ҫӗрӗсене хресченсене памалла, куланай тӳлемелли закона улӑштармалла, — тесе ҫынсем хытӑ кӑшкӑрнӑччӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Нушара пурӑннӑ хресченсем — «ҫӗрпе ирӗк» халӑхӑн пулмалла, куланай тӳлемелли йӗркене пӗтермелле, — тенине илтсен, патша саманине ишӗлтермешкӗн хӑйсен чунӗсене те хӗрхенмен: Тимофей Николаевич мӗн каланӑ — ҫавна тума хатӗр пулнӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пуянрах беженцӑсем укҫа тӳлемелли хваттерсене вырнаҫса пӗтрӗҫ, анчах ун йышшисем нумаях марччӗ.Беженцы побогаче разместились по частным квартирам, но таких было немного.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫынсен транспортпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ӳсме пултарӗ.Цена проезда на транспорте для пассажиров может вырасти с 14 марта.
Шупашкарта ҫул ҫӳреме хакланӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31204.html
Иртнӗ ҫултан пуҫласа мӗнпур социаллӑ тӳлеве социаллӑ казначейство принципӗпе тӳлемелли меле пурнӑҫа кӗртме пуҫларӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ку вӑл ипотека тӑрӑх тӳлемелли малтанхи тӳлеве татма пӗр хутчен уйӑракан укҫа-тенкӗ тата тӑлӑх ачасене, ҫула ҫитмен сакӑр е ытларах ачаллӑ ҫемьесене паракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ку ультиматум ҫапласкер: е малалла та вӑрҫмалла, е аннексиллӗ мир тумалла; тепӗр тӗрлӗ каласан, мире ҫак условипе тумалла килет: эпир хамӑр йышӑннӑ ҫӗрсене пурне те калла тавӑрма пулатпӑр, германецсем хӑйсем йышӑннӑ ҫӗрсене пурне те хӑйсен аллинчех тытса юлаҫҫӗ те, пирӗн ҫине контрибуци хураҫҫӗ, — пӗр виҫӗ миллиард тенке яхӑн, темиҫе ҫула тӑсса тӳлемелли контрибуци (тулашӗнчен вара ӑна — тыткӑнри салтаксене пӑхса усранӑшӑн тӳлемелли парӑм пек туса тӳлеттереҫҫӗ).
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ каютӑна хама илсе килнӗшӗн тӳлемелли укҫашӑн хамӑн мӗнпур пурлӑха пама пултӑм, анчах вӑл пӗр фартинг та илместӗп, терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Украина рейхскомиссарӗ Эрих Кох апат-ҫимӗҫпе тата укҫапа тӳлемелли налогсене тӳлемесӗр тӑракан районсем тӗлӗшпе «чрезвычайнӑй мерӑсем» йышӑнма приказ кӑларнӑ.
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӗсем яланах рабочисене тӳлемелли хака ӳкереҫҫӗ, стачка тӑвакансем вырӑнне хаваслансах тӑраҫҫӗ.Они всегда понижают плату рабочим и охотно замещают стачечников.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Хресчен хӑйӗн сӗллине тин ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ, апла-тӑк, унӑн тӳлемелли майсем те пур; вӑл купецпа пӗрле хупаха каять те, унта хӑйӗн парӑмӗсене тӳлесе татать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Сун вара юлашки лашине сутнӑ та, ун укҫипе кантӑр илсе, ӑна, тӳлемелли тырӑ вырӑнне, японецсене леҫсе панӑ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сун ятлӑ ҫын, патшалӑха тӳлемелли тырра парса татасчӗ тесе, японецсенчен аренда йӗркипе икӗ шан ҫӗр илсе кантӑр акнӑ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун ашшӗн мана тӳлемелли нумайччӗ…
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланать вӗренмешкӗн чухӑнсене: темиҫе хут ӳсет вӗреннӗшӗн тӳлемелли хак.Бедным всё труднее становилось учиться: плату за обучение увеличили в несколько раз.
Хусанти пуху // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫав шутра апат каяшӗшӗн тӳлемелли виҫе те.
Китайра апат-ҫимӗҫе сая янипе кӗрешме шутланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28507.html
Виҫӗ станцире тӳлерӗ вӑл маншӑн, сахӑрне те вӑлах пачӗ… хам та пӗлместӗп ӗнтӗ… преферансла та вылярӑмӑр… ман ӑна кӑштах тӳлемелли юлчӗ.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.