Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗмленсен (тĕпĕ: тӗттӗмлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улӑхран тӗттӗмленсен тин таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Откан аппа тӗттӗмленсен чылайран килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр тӗттӗмленсен, таҫтан юхса килсе ҫыран хӗрне чарӑннӑ вӑрӑм пӗренене тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗмленсен Петро татах килчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр кунне Микула хваттерне тӗттӗмленсен тин таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тӗттӗмленсен, Мустай Орела кӳлчӗ те, тӑрантас тӗпне пӗр михӗ ҫӑнӑх хурса, Униҫҫе карчӑк патне сӑтӑрттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗттӗмленсен, яланхи пекех, кӑмӑллӑн сывпуллашса килне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗвел анса тӗттӗмленсен, Сухвисем патне тӑваттӑн — Саня, Саня амӑшӗ, Саня юлташӗ тата Меркури — пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӗттӗмленсен тин килнелле утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӗттӗмленсен, ҫырни палӑрми пулсан, тин ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Апла тӑк эпир пӗр вӑхӑтрах икӗ-виҫӗ ӗҫ тума тӑрӑшӑпӑр — мунча хутса ярӑпӑр, кайран, тӗттӗмленсен, хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнса киленӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каҫхине, хӗвел анса тӗттӗмленсен, укӑлча хӗрринчи Укахви кинемисен тӗлне ҫитрӗ — каллех инкек: лаҫ ҫумӗнче пӗрене купи ҫинче хӗрпе юнашар Петр Васильевич ларать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫанталӑк тӗттӗмленсен Герасим Федотович Тамара пирки ашшӗ-амӑшӗпе сӑмах татас тесе Тураевсем патне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӗрулмине вӗсем тавралӑх тӗттӗмленсен тин пуҫтарса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Карӑккассине ҫанталӑк тӗттӗмленсен ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗҫ вӗҫленсен Испуханов ҫав кунах Хыркассине каякан автобус ҫине ларчӗ, хӗвел анса тӗттӗмленсен вӑл вӑрман ҫумне улаххӑн лӑпчӑннӑ Хура Качакана ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗвел ансан, тӗттӗмленсен, фашистсем ҫак нейтральнӑй ҫӗрти ҫӗнӗ кӗпер урлӑ пӗрмай каҫса ҫӳретчӗҫ: штабри донесенисене сулахай енне вырнаҫнӑ батальонсене илсе ҫитеретчӗҫ, хӗҫпӑшал хатӗрӗ тиенӗ машинӑсем пӗр ҫутӑ ҫутмасӑр ҫурма сасӑ туса иртетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тӗттӗмленсен тӑшман гражданкӑри ҫынсем ҫине бомба пӑрахсан хӑшӗ-пӗри ҫӗрле те Раҫҫей салтакӗсем патне пырса аманнисене пулӑшма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Тӗттӗмленсен комсомолецсем ҫур сехетлӗхе Анишора Цэрнэ хваттерне пухӑнчӗҫ.

Когда стемнело, комсомольцы собрались на полчаса в квартире Анишоры Цэрнэ.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех