Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗме (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутти тӗттӗме ҫутаттӑр, ҫынсен чӗрисене ӑшӑттӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак вӑхӑтра Венюк тӗттӗме тарма пикенчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Апуҫ пӗрре сиксех ачана ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗвел йӑлтӑртатни курӑнмасть ӑна, анчах ҫутӑпа тӗттӗме вӑл лайӑхах уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫутӑран тӗттӗме тухсанах куҫ курми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫӗ салтак тӗттӗме кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫӗ тӗттӗме хӑнӑхса сӑнама ӗлкӗриччен ашшӗн сассине илтрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун алкум вӗҫне васкаса тухрӗ те хӗсӗкрех куҫӗпе ҫӗрлехи тӗттӗме сирме тӑрӑшса тарӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑрук электричество сӳнсе ларчӗ те, цирк тӗттӗме путрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ерипен ҫав ҫутӑсем патне ҫывхарса пычӗ, хӑрушӑ ытамне кӗрсе ӳкнӗскер, вӗсем халь-халь сӳнесрен, хӑй тӗттӗме путасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑлтӑрсемпе уйӑх тата хутран-ситрен поляр ҫутта ҫеҫ хура тӗттӗме сирсе яраҫҫӗ.

Только звезды, луна да временами полярное сияние разгоняют мрак.

Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Куҫӗсем тӗттӗме хӑнӑхса ҫивӗчленсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юпа ҫинчен ӳкекен ҫутӑран тӗттӗме пӑрӑнса кӗме хӑяймасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Куҫӗсем тӗттӗме хӑнӑхса ҫитрӗҫ унӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ Тӗнчене таса, йӗркеллӗ, ҫутӑ пурнӑҫ парнелерӗм, анчах ҫынсем ытларах ӑс-пуҫа минретекен, усаллантаракан тӗттӗме, ӳт-пӳ киленӗвне хапӑлларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑштах тӑрсан, ҫын куҫӗ тӗттӗме те хӑнӑхать, ҫывӑхри япаласене уйӑракан пулать.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑч тӗттӗме тӑрса юлнӑ Янтулпа Михайлов анӑраса ним тума пӗлмесӗр ларнӑ хушӑра тӗпелтен каллех хуҫа сасси илтӗнчӗ.

Друзья, растерявшись от слов хозяина молча продолжали сидеть в темноте за столом, а от стойки снова донесся голос кабатчика:

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫӗ ҫурма тӗттӗме хӑнӑхса ҫитсен Ивук унталла ярса пусрӗ те путмар ҫинче выртакан юлташне ыталаса илчӗ.

Когда глаза привыкли к полутьме, Ивук ступил туда и сходу обнял лежавшего на нарах товарища.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗрсе тӗттӗме хӑнӑхса ҫитиччен ҫӳллӗ ҫынсене асӑрхарӗ, урайӗнче такам йывӑррӑн сывланине илтрӗ.

Привыкнув к темноте, Григорьев разглядел высокого человека, встретившего их в дверях, услышал сонное дыхание лежащих на полу людей.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сирӗлтер Куҫ умӗнчи сӗм тӗттӗме.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла вӗсем тӗттӗме пӑхса йӑлӑхсан шӑппӑн калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех