Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗссине (тĕпĕ: тӗрӗсси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Испуханов мӗншӗн каллех ялти клуба ӗҫлеме куҫнине юлташӗсем те, килтисем те пӗлеймерӗҫ, вӗсене вӑл Хура Качакара мӗн пулса иртни ҫинчен тӗрӗссине каласа кӑтартма хӑюлӑх ҫитереймерӗ — вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Эп тӗрӗссине ҫырнӑ, — хӗр умӗнче тӳрре тухма хӑтланчӗ Ҫемен.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫул ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен вӑл, Ульяна сӑмахне асра тытса, тӗрӗссине каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пурнӑҫа пӗр виҫере тытса пыма, умра выртакан темиҫе ҫултан чи тӗрӗссине суйласа илме ӗмӗртенпех йывӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тӗрӗссине ҫеҫ калатӑп, — хӗрарӑма куҫран тинкертӗм каллех.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чӑннипе тӗрӗссине никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атьӑр-ха, ушкӑнпах ыйтар унран тӗрӗссине калама.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патшана эпӗ йӑлтах тӗрӗссине каласа кӑтартӑп: Хунчарсем ҫынсене мӗнле мӑшкӑлланине те, асаттене вӗлерттернине те.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн мӗн ҫинчен тӗрӗссине каламалла-ха? — кӑсӑкланчӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эсир, ачасем, тӗрӗссине калӑр, вара эп сирӗнпе тепӗр хут тӗл пулӑп.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӗрӗссине калӑр: ӑҫтан эсир тата мӗн шыраса ҫӳретӗр?

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ырри те, усалли те — пурте малтан пуҫра ҫуралать, сӑмсаланать, аталанать, капашланать, ҫавӑнпа этеме ачаранах сапӑрласа ӳстермелле, пуҫа тата чӗрене ӗмӗрлӗххине, тӗрӗссине, ыррине ҫеҫ хывмалла (мӗн акатӑн, ҫав шӑтать), ӑна тымарлантарса вӑя кӗртессишӗн усаллипе кӗрешме те хавхалантарсах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӗнтӗ хӑй чӑннипех юлашки ҫӑкӑр таткисӗр юлма пултарасса ӑнкарса илчӗ, вара, этемӗн хӑйне сыхлас инстинктне парӑнса, ытти укҫи ҫинчен тӗрӗссине пытарас терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хирӗҫсе те илтӗмӗр эпир унпа, — тӗрӗссине каларӗ мастер.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ванюк мар, тӗрӗссине эпӗ пӗлтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сире, Сергей Константинович, эпӗ хамӑр кантур пуҫлӑхӗ Андрей Логинович ҫинчен тӗрӗссине ҫырса пӗлтересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

— Петров гражданин тӗрӗссине калать-и? — пуҫанана куҫран пӑхать милици лейтенанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Хӗрхенме, тӗрӗссине пытарса хӑварма, ку маншӑн кирлӗ ҫын-ха теме те пӗлмеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Темшӗн унӑн ҫак янкӑс качча тӗрӗссине, хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине калас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӗркурие, вӑл Петӗр ҫинчен малтанах унран хӑранипе тӗрӗссине каламаншӑн, икӗ ҫуллӑха условно пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех