Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Каҫарӑр мана, ял-йыш, ан ярӑр тӗрмене.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халӗ ак куратӑп, сана ун чухнех тӗрмене хупса лартмалла пулнӑ, Варвари, пурпӗрех санран йӗркеллӗ ҫын пулмасть.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Рабочисем хушшинче агитаци тунӑшӑн ӑна каллех тӗрмене тытса хупнӑ.
Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Хусанта вӑрттӑн типографи уҫма ӗмӗтленекен поэта 1907 ҫулта революци ӗҫне хутшӑннӑшӑн тӗрмене лартнӑ, ҫулталӑкран пилӗк ҫуллӑха Якутск облаҫне ссылкӑна янӑ.
Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
1930 ҫулхи мартӑн 19-мӗшӗнче «Особая тройка» йышӑнӑвӗпе П.Нестерова 3 ҫула тӗрмене хупнӑ.
Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/
Ку колонна тӗрмене хупнӑ юлташсене, вӗсем те Хӗрлӗ Ҫарӑн малти колоннисем хулана кӗнине курччӑр тесе, ирӗке кӑларма васкарӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Эпир политика енӗпе айӑпласа хупнӑ ҫынсене ирӗке кӑларма тӗрмене каятпӑр!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Каллех ак сире тӗрмене хупса хуратӑп!
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫамрӑксене ертсе пыракансенчен хӑш-пӗрисене тӗрмене тытса хупнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пире тӗрмене хупсан та эпир хӑраса тӑмастпӑр, — кӑшкӑрчӗ вӑл, — эсир ҫав гранатсене ҫынсем ҫине ывӑтма парас ҫуккине кӑна пӗлесчӗ!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ман вырӑнта тепри пулас пулсан, эсир пурте тӗрмене лекме пултараттӑрччӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кун ҫинчен вӑл Любӑна арестлесе сакӑр ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ хыҫҫӑн тин пӗлнӗ.Об этом он узнал уже после того, как Люба была арестована и приговорена к восьми годам тюрьмы.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Виктор ҫынсенчен кӑна Ваня юлташ ӗлӗкрех рабочи-металлист пулни, ӑна хӑйсӗрех суд туса нумай ҫуллӑха тӗрмене хупмалла туни ҫинчен илтнӗччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тӗрмене хупнӑ ҫын решетке витӗр тилмӗрсе пӑхать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эпӗ тӗрмене лекес пулсан, эсӗ та пӗрлех пыратӑн, хӑтӑлса юлӑп тесе ан савӑн.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Петӗре вунӑ ҫула тӗрмене хупмалла тунине илтсен, хӗрхенекен никам тупӑнмарӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Таҫта ҫапкаланса ҫӳресе тӗрмене лекрӗн.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ӳсӗрпе ҫапӑҫнӑшӑн часах тӗрмене хупрӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Атту тӗрмене хупаҫҫӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Айӑплавӗ ун чухне ҫирӗпрех: 300 пин тенкӗ таран штраф хума, водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илме, 480 сехет таран юсану ӗҫӗсем палӑртма е 2 ҫулччен тӗрмене хупма та пултараҫҫӗ.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar