Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӗнлисенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Эпир иудейран ҫуралнӑ, суя тӗнлисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар; 16. ҫапах та этем саккуна пурӑнаҫласа пынипе мар, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухнине пӗлсессӗн, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр — эпир ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫласа пынипе мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухасшӑн, мӗншӗн тесессӗн саккуна пурӑнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; 4. вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир, иудейсем, суя тӗнлисенчен авантарах-и? Ҫук, иудейсем те, эллинсем те пурте ҫылӑх айӗнчине эпир кӑтартса патӑмӑр.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ вӗсене Турра юрӑхлӑ ӑсатса ярсан аван тӑвӑттӑн: 7. Турӑ ячӗшӗн вӗсем суя тӗнлисенчен нимӗн илмесӗрех тухса кайрӗҫ.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1