Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗрсе (тĕпĕ: тӗлӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утар пӳрчӗ умӗнче тарланӑ лаша ҫуталса та тӗлӗрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӑхать — тепӗр ту хысакӗ ҫинче лаша кӳлепинчен те мӑнӑрах ӑмӑрткайӑк тӗлӗрсе ларать…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ывӑннӑ пулмалла, — шухӑшласа выртнӑ ҫӗртех, часах тӗлӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӑчӗ-тӑчӗ вӑл тӗлӗрсе, унтан хӑйпе хӑй калаҫма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрах ҫывӑраймасӑр выртнӑ хыҫҫӑн ир енне ҫеҫ тӗлӗрсе кайрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳречисене тӗрлӗ палӑссемпе хупланӑ пӳлӗмре, сӗтел хушшинче хура мӑйӑхлӑ унтер тӗлӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшпӗр телефон юписем ҫинче тӗлӗрсе ларакан тӑманасем тӗл пулаҫҫӗ е кӗтмен ҫӗртен ҫул урлӑ тыркас йӑпӑртатса чупса каҫать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑхпа тӗлӗрсе, яраписене уснӑ ват йӑмрасем ҫинче куҫа курӑнман пыл хурчӗсем сӗрлени, унта-кунта автансем вӑрӑммӑн та хурлӑн авӑткалани, аякри лобогрейкӑсен ҫилпе вӗҫсе килекен темле ҫатма хырнӑ евӗр сасси каҫхи сулхӑнчченех чарӑнас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук тӗлӗрсе кайма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — вӑранчӗ те.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лора ман ҫине хӑяккӑн пӑхкаласа ларать, Венюк вара, самаях хӗрӗнкӗленнӗскер, пуҫне пӗксе тӗлӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӑнкӑлисем тата ҫынсем тӗлӗрсе кайнине мӗнпе сисеҫҫӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ах, ҫав хамӑр директор пек «музыкантсене», ларать баянне тытса, тӗлӗрсе

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хупатпӑр, — тӗлӗрсе кайнӑ председатель умне чекист тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь лараҫҫӗ тӗлӗрсе вӑрманти хыр тӑрринче!

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Вӑл хӑй те сисмерӗ — пӗр лаштра юман айне вырнаҫса ларчӗ, кутамккине пуҫӗ айне хурса выртнӑ-выртманах тӗлӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Умӗнчи темӗн ҫӳллӗш хума тӗртсе, халиччен лӑпкӑн тӗлӗрсе выртакан кӳлӗ ҫийӗн шав кӑларса, таврана хускатса самаях хӑвӑрт ишме пуҫларӗ хайхи.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Тӗлӗнсех каймалла: паҫӑрхи темле вӗҫен кайӑк та ҫаплипех, йӑшӑл та хускалмасӑр, тӗлӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Хула хӗрринелле тухсан паҫӑрхи вырӑнтах вӑл, кӳлӗ варринчи пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче, темле халиччен курман вӗҫен кайӑк тӗлӗрсе ларнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫул ҫинчи ҫынсем пурте тенӗ пекех тӗлӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗле вӑл хӑй шӑтӑкӗнче тӗлӗрсе выртса ирттерет.

Зиму проводит в берлоге в полусонном состоянии.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех