Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗрме (тĕпĕ: тӗлӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яра куна ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн пурте тутлӑ ыйха путнӑ, «хӗрлӗ автан» ҫеҫ тӗлӗрме шутламан.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Лешӗ, кепкине пусарах лартса, тӗлӗрме те тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗвел ӑшшинче эпӗ тӗлӗрме те тытӑннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫавна май тӗлӗрме ҫеҫ пуҫланӑччӗ, сасӑ каллех илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Тӗлӗрме пуҫланӑччӗ ҫеҫ, шӑнкӑрав сасси пулчӗ, Игнат Васильевич иккен.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ашшӗпе Нурулла килсе кӗрсен, тӗлӗрме пуҫланӑ Мирун (вӑл нихҫан та салтӑнса ҫывӑрмасть) вӑштах сиксе тӑчӗ, хӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑшӑнасси пулмарӗ унӑн, ҫапах куҫа хупса тӗлӗрме тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра арпалӑх умне темле ӑнӑҫсӑр йытӑ килсе тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр сехет выртрӑм-и ҫапла шӑплӑха итлесе, икӗ сехет-и, тӗлӗрме пуҫланӑччӗ, трук таҫта, вӑрманта, темскер шарт! туса янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Вӑл кӗҫех тӗлӗрме пуҫлать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тӗлӗрме пуҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тӗлӗрме тытӑннӑ Шахрун сасартӑк ҫын ури сассипе вӑранать.

Шахрун задремал, но вдруг очнулся от звуков шагов.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Самант та тӗлӗрме памасӑр, Кисретрӗ кӳмене тумхах.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫын тутлӑн тӗлӗрме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫисе тӑрансан ларнӑ ҫӗртрех тӗлӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тукай, коран сӑмахӗсене хӑй те начар мар пӗлекенскер, вӑл мӑкӑртатнине итлесех каймарӗ, типӗрех кӗтес тупрӗ те ҫурӑмпа чул юпа ҫумне таянса пӗчӗккӗн тӗлӗрме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗлӗрме пуҫлайран, — качака путекки сиксе пырать е пӑру мӗкӗрет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хул пуҫҫинчен сӑтӑрӑнса вӑл пуҫне манӑн хул айне хучӗ те тӗлӗрме пуҫларӗ; кушак аҫи — ахаль-махаль кушак кӑна, унран кӳкӗрт шӑрши пач та кӗмест — ҫакна ӗнентӗм пӑшӑлтатса кӗлӗ тунӑ май.

Потершись о плечо, сунул он мне голову под мышку и задремал, — кот-то был обыкновенный котище, и не пахло от него серой, в чем я убедился, тихонько прошептав молитву.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ҫул ҫине тухатӑн, каллех тӗлӗрме тытӑнатӑн, ҫывӑратӑн.

Выйдешь на дорогу и опять дремлешь.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лейтенант, халь кӑна тенкел ҫине тӗлӗрме выртнӑскер, самантрах сиксе тӑчӗ.

Лейтенант, только что прикорнувший на скамейке, тотчас же поднялся.

Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пысӑк мар кушак аҫи, Кӑтра пуҫ — кил хуралҫи, Атя, кушак, тӗлӗрме, Наҫтук хӗре сиктерме…

Уж ты, котик да коток, Твой кудрявенький лобок, Айда, котик, ночевать, Дочку Настеньку качать…

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех