Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерни (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук кӑмӑлӗ хавасланса пынӑҫемӗн ҫӑмӑлланса кайрӗ, Лукарьене тӗлӗнтерни ҫеҫ ҫырлахтармарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куратӑн вӗт, ӗҫлени мар ку, техникӑпа япӑх усӑ курса, ҫынна тӗлӗнтерни ҫех.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен куҫӗсенче Гольц вӑйсӑр, мӗскӗн, вӑл темӗнле уйрӑм пахалӑхпа тӗлӗнтерни вара — шуйттанран-тӑр; вӑл ҫапах та телейсӗр пулнӑ-ҫке, — ҫакӑ мӗн таран кӑмӑллӑ, мӗн таран кӑмӑллӑ, ҫакӑ каласа кӑтартма май ҫук кӑмӑллӑ!

В глазах их он был бессилен и жалок — черт ли в том, что он наделен какими-то особыми качествами; ведь он был же несчастен все-таки, — как это приятно, как это приятно, как это невыразимо приятно!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Пиҫсе кайнӑ пӳрнесем ырататчӗҫ, пит чашкӑратчӗ, куҫҫуль юхатчӗ, анчах мана ыратни мар, ниме чухламасӑр хыттӑн тӗлӗнтерни аптӑратса тӑратчӗ: манпа мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланчӗҫ-ха?

Болели обожжённые пальцы, саднило лицо, из глаз текли слёзы, но меня угнетала не боль, а тяжёлое, тупое удивление: зачем это сделано со мной?

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫак кунхине Дик Сэнд американеца ҫакӑн пирки темиҫе ыйту та пачӗ, пампа ҫакӑн пек пулни хӑйне тӗлӗнтерни ҫинчен каларӗ.

В этот день Дик Сэнд задал американцу об этом несколько вопросов и сказал, что его очень удивляет странный вид пампы.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уншӑн — никам кӗтмен ҫӗртен ялт сиксе тухни, контрольорсен умӗнчен ҫӑп-ҫӑмӑл ҫех шӑвӑнса иртнӗ пек пулса, кочегарсене тӗлӗнтерни питӗ те кӑмӑла, килнӗ.

Ему было приятно появляться неожиданно и вызывать восхищение кочегаров ловкостью, с которой он проскальзывал мимо дверных контролеров.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пурне те хӑй ҫине пӑхтарни, хӑйӗн илемӗпе пурне те тӗлӗнтерни, Эдвард ҫывӑххи тата хӑй ҫак шавлӑ обществӑра чи пӗрремӗш вырӑнта пулнине чӳхенчӗклӗн, телейлӗн туйса тӑни унӑн пуҫне ҫавӑрать.

Общее внимание, восхищение, сознанне своей красоты, счастья от близости Эдварда, волнующее чувство, что она — первая в этом шумном обществе, кружили ей голову.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Талькав географа хӑйне ытлашши нӳрлӗ тӑпра тӗлӗнтерни ҫинчен каласа пачӗ.

Талькав ответил географу, что его сильно удивляет обилие влаги в почве.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ ӗнтӗ Володя, чаплӑн хатӗрленнӗ пӗлтерӳ планне пачах манса, ӗненмесрен хӑраса, шкул ачи пек хавассӑн, савӑнӑҫне ниҫта хума пӗлмесӗр, командирсене пурин ҫинчен те тӗплӗн каласа пачӗ: ирхине ҫӳле тухсан, поселокри ӑнланмалла мар шӑплӑх тӗлӗнтерни ҫинчен, инженер ҫуртӗнче нимӗҫсем пӑрахса хӑварнӑ ёлкӑна курки ҫинчен, моряксене тӗл пулнипе саперсене илсе килни ҫинчен, тата ытти те.

И, уже совсем отказавшись от роскошно приготовленного плана извещения, боясь, что ему не поверят, Володя с ученической готовностью и не будучи в силах отдышаться от радости, распиравшей его, рассказал командирам подробно о том, как поразила его утром, когда он вылез на поверхность, непонятная тишина в поселке, и как он увидел в инженерском доме елку, брошенную немцами, и как встретил моряков, и как привел саперов.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех