Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн инкеке, шӑпах ҫак тӗлтен сӑрт-ту таврашӗн инҫетри анлӑ ӳкерчӗкӗ курӑнса выртатчӗ, кунтан хамӑрӑн завода, ансӑр сукмак пек тӑсӑлакан пӗвене, тусем ҫинчен анса ҫав пӗвене кӗрекен виҫӗ йӑлтӑркка юхан-шыва та асӑрхама пулать.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Эпӗ, пулӑ мӗнле тытнине курасшӑнччӗ, анчах ҫав тӗлтен иртсе кайрӑмӑр.
Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Мӗншӗн тесен вӑл шыв илнӗ тӗлтен кайнӑччӗ.
Тендере шыв тултарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Малтанах сасӑсем хӑш тӗлтен илтӗннине те тавҫӑрса илеймерӗм.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ку тӗлтен иртсе пыракан рабочисем чарӑнса тӑчӗҫ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӗвеланӑҫӗ енчен, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлтен, тӗксӗм пӗлӗт шуса килет.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Тепӗр кунхине вӑл пӑрпа ҫӗр сыпӑннӑ тӗлтен ҫыран хӗррипе тухса утнӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Лере, ав ҫав хура сӑртсен леш аяккинче Аслӑ Упа кӳлли сарӑлса выртнине, ҫав енчех тата Поляр унки Канада тӳремлӗхне тахӑш тӗлтен татса кайнине те пӗлет.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Америка хаҫачӗн корреспонденчӗ Арчибальд Скайльс, ҫак тӗлтен иртсе пыраканскер, пӗлтерӳ умӗнче ҫара уран тӑракан ҫамрӑк хӗрарӑма асӑрхарӗ, — вӑл тирпейлӗ ҫитсӑ кӗпепе, мӗн ҫырнине тутине хускаткаласа вулать.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тӑма, хӑпма, пӑрӑнма ҫеҫ тӗв тунӑччӗ йӗкӗт йӑваннӑ тӗлтен, лешӗ, антӑхманни, шӑл ҫав самантра ялт! ыткӑнчӗ те Виталий еннелле темӗн вӗҫлекипе ӑна яшт! тутарчӗ хырӑмӗнчен.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӑх картишӗ пек, кунта кашни ҫын кирек хӑш тӗлтен те каҫма пултарать…Во двор можно войти с любой стороны, словно в общинное хозяйство.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Урамӑн сулахай хӗррипе, илемшӗн лартнӑ лутра чие тӗмисем ытла та йӑвӑ ӳснӗ тӗлтен утса, Явор станцине пырса кӗрекен ҫул ҫине тухрӗ те депо еннелле вӗҫтерчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кунта вӗсем пӗр-пӗрне ним те чӗнмесӗр чарӑнса тӑчӗҫ те сулахаялла та, сылтӑмалла та — асфальт сарнӑ ҫул ҫине те, ҫӗнӗ хӑйӑр сарнӑ, типтерлӗ ҫул хӗррисене те, ҫул хӗрринчи шурӑллӑ-хураллӑ юпасене те пӑхрӗҫ; ҫакӑнтан, тахӑш тӗлтен, лазутчикӑн ҫӗнӗ ҫулӗ пуҫланса каять, ҫак ҫул вӗсемшӗн халь паллӑ мар-ха.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак тӗлтен ҫав чанасем кӑшкӑрашнӑ вырӑна ҫитме, Каблуков шутланӑ тӑрӑх, вӑтӑр метр кӑна.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Урӑх тӗлтен каҫмалла.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку тӗлтен ниепле те чикӗ урлӑ каҫма май ҫук.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӗвелтухӑҫ енчи сӗвек ҫыранта шыв кӳлленчӗкӗсем, ҫурхи шыв сарӑлнипе тулса юлнӑскерсем, ҫуталаҫҫӗ, хӑшпӗр тӗлте кӑҫалхи юшкӑн хуралса выртать, унтах ампӑс-тӗмпӗс пӗренесем, кӑкласа кӑларнӑ йывӑҫсем курӑнаҫҫӗ, ҫав йывӑҫсене, тен, никам пӗлмен Верховинӑран, Хура Тиссӑпа Шура Тисса пӗрлешнӗ тӗлтен, юхтарса килнӗ пуль.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каблуков страницӑна пӑхкаларӗ те хӑй йӑмӑкӗ янӑ ҫырӑва пӗр тӗлтен кӑштах вуласа пачӗ.Пробежав глазами страницу, он прочитал то место из письма сестры.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак вырӑн бакенщик ҫурчӗн ишӗлчӗкӗпе пысӑк чугун ҫул кӗперӗ хушшинчи чи ҫыран пулчӗ, малтан каҫарнӑ ҫынсем анса юлнӑ тӗлтен пӗр километр аяккарах вӑл.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.