Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлте (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тӗлте Атӑл та хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пӗр-ик тӗлте ӑнса ҫитмен сӑнлӑхсем пур ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юмахҫӑ ку тӗлте тӗп герой халтан кайса юн юхтарса кӗрешнине тӗплӗн сӑнлас вырӑнне пуплев еккине хӑвӑртлатать, ҫиелтен ҫеҫ каласа иртет, уншӑн хирӗҫ тӑру кӑсӑклах та мар пек.

Часто акцент на детальном изображении эпизода поединка вовсе не делается — нет описания ни напряженных моментов битвы, ни поведения борющихся. При этом кажется, что повествователь-сказочник намеренно ускоряет ход событий, не придавая значения конфликту:

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кашни кукӑр, тӳпем, лапам, уй-улӑх, ӗшне-ката темӗнле хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ, ӑна курсан ҫеҫ, ҫак тӗлте ҫеҫ хускалакан ыттисенчен уйрӑм туйӑм вӑратать чун-чӗрере.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Темӗнле кайӑксем ҫӗрте чупса ҫӳресе юрлаҫҫӗ, ҫын ҫывхарсан, тӗмӗ ӑшне чӑмаҫҫӗ те тепӗр тӗлте шевлетме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви темиҫе тӗлте те пӗчченшерӗн шӑтса ларнӑ ҫӳхе шурӑ шӗшкӗ кӑмписем тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Акӑ ыраш пӗр тӗлте икӗ пуҫҫаврашки пек таптаннӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл хӑҫан хӑш тӗлте пӑрӑнса юлнине те Саня асӑрхаман.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унта кролик куҫӗ пек чие ҫырлисем хӗп-хӗрлӗ курӑнаҫҫӗ, вӗсем шалтан хӗрлӗ вутпа ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнать, хӗвел ӳкнӗ тӗлте йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле пӑхакан хӑрах енлӗ урамӗн пахчисенех кӗрсе тӑракан пӗчӗк хутӑш вӑрман пур, ун варринче икӗ-виҫӗ тӗлте — пӗчӗк пӗвесем.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӑм купи патне пычӗ те, ҫара урипе пусса, ҫур кирпӗч пысӑкӑш тӑм чӑмакки татса илчӗ, ӑна виҫӗ тӗлте лупашкаланнӑ вӑрӑм сак ҫине лач! хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Икӗ тӗлте иккӗн харӑс ялтӑртаттараҫҫӗ вӗсем симӗс кӑвак ҫутӑсене.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ывӑсӗ» — сарӑхнӑ ҫерем, «аври» — леш енче, шӑпах пирӗн тӗлте, пуҫланса аяккалла кайса ҫухалакан урам.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах мана темшӗн кунти ӗҫ чӑлханса ҫеҫ пынӑн курӑнчӗ, пӗр тӗлте лайӑххӑн явӑнма ӗлкӗриччен тепӗр тӗлте сӳтӗлме тытӑннӑн та туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр урампа ҫеҫ утса иртсен те ҫӗр тӗлте куратӑн Прохор Петрович алли каскаласа тунӑ чӗнтӗрсемпе тӗрӗсене.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах йӑмра пур тӗлте те ӳсет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Таҫта ҫак тӗлте ку кайӑксен йӑви пур ӗнтӗ, — тавҫӑрса илчӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине тахӑш тӗлте темлерен Сулагаев ҫапларах та каларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗш хушшинче тахӑш тӗлте, тахӑш самантра каллех хӗллехи пек асар-писер хӗрӳ лару-тӑру сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Йӑнӑшатӑр пуль тахӑш тӗлте, Саркай юлташ. Ахальтен мар сан пирки Мерчен Мишши вӑл писатель мар, беллетрист кӑна тет. Унӑн сӑмахӗнче тӗрӗсси пурах», — сиввӗнрех кулса илчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех