Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, паллах, Шамполионӑн туллин йӗркеленсе ҫитнӗ темпераменчӗ, кӑмӑл туртӑмӗсемпе пурнӑҫ йӗрки хӑйсем тӗллӗнех пӑрахӑҫланасса-пӗтессе ӗненмест.Она не думала, чтобы вполне сложившийся темперамент, наклонности и образ жизни могли отбросить себя.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Анастасия Михайловӑн ҫулӗсем самай пулин те вӑл хваттерте хӑй тӗллӗнех утса ҫӳрет, парка уҫӑлма та тухать.
Анастасия Михайлова 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31044.html
Сӑвӑ йӗркисем те хӑйсем тӗллӗнех ҫуралчӗҫ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Саша Трубка, ҫырӑва хӑй тӗллӗнех вӗреннӗскер, аллӑ сакӑр ҫула ҫитиччен пурӑнса, пӗтӗм Россия тӑрӑх — тарҫӑ пулса та, выльӑхсем пӑхса та, стряпкӑра ӗҫлесе те, вӑрман пристанӗсенчи хура ӗҫпе тертленсе те — витӗрех тухнӑскер, пиллӗкмӗш ҫулта виҫӗ тӑван пиччӗшне ҫухатнӑскер, ҫийӗнчен тата тӗнче вӑрҫинче — икӗ ывӑлӗпе упӑшкине ҫухатнӑскер, — ку тарана ҫитсе ҫавах та хӑйӗн ни чӗрӗ чунне, ни вӑйне пӗтермен; халӗ те акӑ пин ҫынлӑ халӑх ушкӑнӗпе вӑл хӑйӗн тӑван ывӑлӗсемпе калаҫнӑ пекех ӑшӑ кӑмӑллӑн, пӗтӗм чӗринчен калаҫса тӑрать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем пурте паян кунта хӑйсем тӗллӗнех, авалхи халӑх хӑрушӑ сас-хурасем илтнипех вечене пухӑннӑ пек, пуҫтарӑннӑ.Собрались они сегодня стихийно, как на вече, сзываемые темными слухами.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Куҫҫулӗсем хӑйсем тӗллӗнех питҫӑмарти тӑрӑх юхса анчӗҫ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсем хӑйсем тӗллӗнех шӑваҫҫӗ иккен, чӳречисенчен пулеметсем ҫунтарса тӑраҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл манн ҫине хавассӑн, хӑй тӗллӗнех килсе ҫакланакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
«Андрей» хӑй тӗллӗнех пӗлӳ илнӗ, ссылкӑра чух никам пулӑшмасӑр нимӗҫпе француз чӗлхисене вӗреннӗ, пайтах кӗнеке вуланӑ, ҫавна май унӑн питӗ ҫырасси килнӗ, анчах вӑхӑчӗ тупӑнман тата хӑйӗн пултарулӑхне те шансах пӗтермен.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах ку йывӑҫсене ҫынсем лартман, вӗсем хӑйсем тӗллӗнех шӑтса ҫитӗннӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакна асӑрхаса, профессор мана хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен приборсем тӑвассишӗн тӑрӑшни ҫинчен каласа пачӗ, ҫав приборсем вара хӑйсем тӗллӗнех пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑман наукӑсене уҫма пултараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кагул патӗнчи ҫапӑҫура Румянцев хӑйӗн ҫирӗм пилӗк пин ҫынлӑ ҫарӗпе туроксен ҫӗр аллӑ пинлӗ ҫарне ҫӗнтернӗ, мӗншӗн тесен вӑл наступленине хӑюллӑн туса пынӑ, хӑйсем тӗллӗнех ҫапӑҫма пултаракан вӑйлӑ отрядсемпе анлӑ маневрсем тунӑ, туроксен ҫарӗн флангӗсене ҫавӑра-ҫавӑра илсе, вӗсен тылне ҫӗмӗрсе пынӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Иккӗмӗш: пенӗ чух каялла тапакан вӑйпа пулемет хӑй тӗллӗнех авӑрланса пынӑ.
Максим пулемечӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
«Ҫак каялла тапнипе усӑ курса винтовкӑна ҫынсӑрах, хӑй тӗллӗнех авӑрлама май ҫук-ши?» тесе шухӑшласа илнӗ вӑл.
Максим пулемечӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Каярахпа Жорж пур йышши хӗҫпӑшалпа та ӑста усӑ курма пӗлни курӑнчӗ, вара темле хӑй тӗллӗнех ҫапла килсе тухрӗ: вӑл ыттисене пӑшал пеме вӗрентме, автоматсене, пулеметсене тата винтовкӑсене епле салатса тасатмаллине вӗрентме пуҫларӗ.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Совет ҫыннин пире пулӑшма е хӑй тӗллӗнех нимӗҫсене сӑтӑр тума кӑштах та пулин май пулсассӑн, вӑл ӑна тӑватехчӗ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вара ман ума хӑй тӗллӗнех татса памалла мар ыйту тухса тӑратчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Халӑх хӑй тӗллӗнех ҫӗкленсе тухнӑ тӗле движение пӑрса яма хӑтланакансене пурне те ҫапса ҫӗмӗреймесен, пролетариатӑн пӗртен-пӗр, чӑн-чӑн революциллӗ авангарчӗ — большевиксем ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме пултараймасан, вара ҫитес вӑхӑтра халӑх ҫав тери вӑйлӑн ҫӗкленсе тухни харама кайма пултарать.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Хӑвӑр тӗллӗнех эппин?
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шыв урлӑ пур ҫӗрте те салтаксем каҫаҫҫӗ, хӑшӗсем сулӑсем ҫипе хӑпарса тӑнӑ, хӑшӗсем тата пӗренесем ҫине утланса ларнӑ, теприсем тата ахалех, хӑйсем тӗллӗнех, шампӑртатса ишеҫҫӗ.Повсюду через реку на бревнах и плотах или просто вплавь переправлялись солдаты.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.